Регион Ял хуçалăх министерствин сĕнĕвĕ тăрăх, çемье фермисемпе агросекторти стартап валли грант калăпăшне ÿстерме палăртнă. Ку пуçарулăха халĕ сÿтсе яваççĕ.
Çемье фермисене аталантармалли грантсен виçисем çакăн пек: «Молочное или мясное КРС» енĕпе патшалăх пулăшăвне 15 млн тенкĕрен 18 млн тенкĕне çитерме палăртнă* выльăх-чĕрлĕх тата ÿсен-тăран отраслĕсенчи ытти ен валли грант 7 млн тенкĕрен 9 млн тенкĕне çитĕ. «Агростартап» грантăн пысăк виçине 5 млн тенкĕне çитерме палăртнă. Çак суммăн 4 млн тенкине федераци механизмĕпе уйăрĕç, ытти пайне - республика бюджетĕнчен.
«Грант пулăшăвĕпе тивĕçт ерессинчи улшăну агросекторта инноваципе ĕçлес текен фермерсем валли çĕнĕ майсем уçать. Эпир яллă районсене аталантарни унта пурăнакансен пурнăç шайне ÿстерет», - çапла палăртать вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.
ЧР Ял хуçалăх министерстви.
Август 2026 |
