Ман пата социаллă сетьсем урлă пулăшу ыйтса Муркашра пурăнакан нумай ачаллă амăшĕ тухрĕ. Çапла пĕлтернĕ хăйĕн телеграмканалĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ОлегНиколаев.
Çемьере инвалид ача ÿсет. Амăшĕ çапла çырать, çуртра пандус çук. Çавăнпа ачана алă вĕççĕн çĕклеме тивет. Е коляскăпа çÿремелле, капла та пандус çук чухне çăмăл мар. Амăшĕ каланă тăрăх, вăл управляющи компание те, округ администрацине те ыйтупа тухнă. Анчах ĕç вырăнтан тапранман. Кун пекки пулмалла мар. Округ пуçлăхне лару-тăрăва уçăмлатма тата пандус вырнаçтарма хушрăм. Хыççăн ĕçе пурнăçлани çинчен пĕлтерме сĕнтĕм. Паллах, çыру çыракан амăшне те тулли хурав пама хушрăм.
Ыйтăва контрольте тытатăп, тенĕ республика ертÿçи.
Муркаш муниципалитет округĕн администраци йĕнчен çапла пĕлтерчĕç, çак çитменлĕхепĕ терес-сип е ĕçе тытăннă. Пандуса мартăн 10- мĕшĕччен вырнаçтараççĕ. Округ пуçлăхĕ Алексей Матросов нумай ачаллă амăшĕпе тĕл пулнă, ăна пандус вырнаçтарасси пирки пĕлтернĕ.
Август 2026 |
