Курав чĕнет

Категория: Общество Опубликовано: 28.02.2025, 16:10 Просмотров: 33

Республикăра 17-мĕш хут регионсем хушшинчи «Çĕр улми» выставка иртет. Мероприяти мартăн 5 - 6-мĕшĕсенче МТВ Центрта пулать. Шупашкар хули çак кунсенче çĕршыври çĕр улми центрĕ пулса тăрать. 17 регионти 70 компани хăйсен çитĕнĕвĕсемпе, çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев социаллă сетьсенче регионта пурăнакансемпе хăнасене выставкăна çитсе курма чĕннĕ.

«Программăра - çавра сĕтелсем, çитĕнÿсемпе технологисен куравĕ, мастер-классем, çĕр ытла ял хуçалăх техники кăтартаççĕ. Вăрлăх çĕр улми сутаççĕ, ăна 50 тонна хатĕрленĕ», - тенĕ вăл.

Кунта çĕнĕ техникăпа паллашнисĕр пуçне специалистсемпе канашлама, çĕр улмирен тунă апат-çимĕçе астивме пулать. Кăçал çĕр улми сутассине анлă йĕркелеççĕ.

Вăрлăха 4 компани сутать, 19 тĕрлĕ сорт пулать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6