Пирĕн республикăра пурăнакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине анлăн уявлама палăртаççĕ. Уйрăм тимлĕх - аслă ăру çыннисене.
Республикăра пурăнакан вăрçă инваличĕсемпе ветеранĕсем, Ленинград блокадинче пулнисем, концлагерь витĕр тухнисем, салтак арăмĕсем 20 пин тенкĕ тÿлеве тивĕçеççĕ. Тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисем - 5 пин тенкĕне. Кун пирки калакан указа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пуснă.ь Республикăри Ĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн регионта 50 инвалидпа вăрçă участникĕ, блокадăра пулнă 24 çын, концлагерь витĕр тухнă 26 çын, 812 салтак арăмĕ пурăнать. Тата 2415 тыл ĕçченĕ, 39865 вăрçă ачи шутланать.
Август 2026 |
