Кинеми мал ĕмĕтпе пурăнать

Категория: Общество Опубликовано: 28.02.2025, 08:45 Просмотров: 79

Аслă Отечественнăй вăрçăра Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа кăçал 80 çул çитет. Муркаш тăрăхĕнче тыл ĕçченĕсене çак паллă куна халалланă медале парас ĕç малалла пырать.

Ку чыса çак кунсенче Йÿçкасси территори пайĕнчи Вăрманкасси ялĕнче пурăнакан 98 çулхи тыл ĕçченĕ Серафима Петрова та тивĕçрĕ. Округ пуçлăхĕ ячĕпе тата хăйĕн ятĕнчен ăна унăн çумĕ - администрацинчи ĕçсене йĕркелесе пыракан Лилия Тарасова ăшшăн саламларĕ.

- Тавах сире вăрçă вăхăтĕнче аслисемпе тан Аслă Çĕнтерÿшĕн вăй хунăшăн, пурнăçа, çынсене юратнăшăн. Тата нумай-нумай çул савăнса пурăнмалла пултăрччĕ сирĕн, - терĕ Лилия Юрьевна.

Серафима Васильевна кăкăрĕ çине медаль çакса ячĕ. Ыр кун-çул сунса чечек çыххи парнелерĕ. 98 çулхи тыл ĕçченĕ вара паян мал ĕмĕтпе пурăнать. «100 çултан кая мар пурăнасчĕ-ха», - тет вăл. 8 ача çитĕнтернĕ амăшĕн паян хавхаланса пурăнмалăх сăлтавĕ те пур. Паян унăн мăнуксем, вĕсен ачисемпе ачисен ачисем пĕтĕмпе 72-ĕн. Маттур та правур хĕрарăм тума пĕлмен ĕç çук та вара. Качча кайиччен 2 çул тракторист пулса ĕçленĕ. Каярахпа тăван хуç алăхра сысна ферминче, сурăх ферминче, рядовой ĕçчен пулса тăрăшнă. Çав хушăрах килкарти тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. 8 ачине вара тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян та кинеми ахаль лармасть. Çĕр улми шуратать. «Урана хуçман пулсан паян килте хам ĕçсене йăлтах хамах тăваттăмччĕ-ха. Çурчĕ те ман нумаях пулмасть лартнăскер», - тет вăлАпла пулсан Серафима Васильевнăна çирĕп сывлăхлă вăрăм ĕмĕр сунмалли çеç юлать.

Çак маттур та пултаруллă 98 çулхи тыл ĕçченĕ çинчен тата округри ытти хыпарсене эсир Муркаш округ администрацийĕн официаллă сайтĕнче тата унăн ВК, ОК социаллă ьсетьсенче тата Телеграм-каналра уçнă ушкăнĕсенче вуласа пĕлме пултаратăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6