Иртнĕ вырсарникун Атăльялти Куçуртĕнче кÿршĕри Муркаш округне кĕрекен Шомик Культура çурчĕн заведующийĕ Валентина Алаева ертсе пыракан «Атăл хумĕсем» пултарулăх ушкăнĕ хăйĕн анлă концерчĕпе савăнтарчĕ. Ăна çывхарса килекен Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалларĕç.
Чи малтанах кÿршĕри хăнасем сцена çине «Туссен тĕл пулăвĕ» юрăпа тухрĕç. Унтан çÿçеллĕ тутăрсене вĕлкĕштерсе «Вырăс çĕрĕ» ташшипе куракансене савăнтарчĕç. Шомик ялĕнче 14 çул хушши пурăнакан Светлана Филиппова СВО салтакĕсене халалланă сăввисене каласа пачĕ. Хĕр ачасен ушкăнĕн «Матушка земля» ташшине тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Ташлакансем хушшинче Атăльялти 14 çулхи Арина Матюшкина та пурри куракансене савăнтарчĕ. «Шурă ташăпа» ялти ĕç ветеранĕ Николай Матюшкин ташласа çаврăнчĕ. Вăл çар тивĕçне Сывлăш десант çарĕнче пурнăçланă. 70 çулти Людмила Захарова гитарăпа «Калина красная – рябина черная» юрă шăрантарчĕ. Людмила Зубкова та вырăс юррисене юрларĕ. Валерий Ельников баянист сцена çине хăй çырса кĕвĕленĕ «Курасчĕ савнине», «Сăн ÿкерчĕк» тата «Синие глаза» юррисемпе тухрĕ. Хĕрарăмсен «Шурă акăш» ташши те куракансен кăмăлне кайрĕ. Валентина Алаева хăй те юрлама ăста пулнине кăтартса пачĕ. Виççĕн тăрса «Фламенко» ташшине ташларĕç. Галина Охотина чăвашсен авалхи «Курас терĕм акăш ишнине» юрра шăрантарчĕ. Людмила Зубковăпа Людмила Захарова гитарăпа чикансен ташшине ташласа кăтартрĕç. Юрă-ташă сцена çинчен татăлма пĕлмерĕ. Валентина Алаева «СВО-на хутшăнакана пулăш» акци иртни çинчен каласа пачĕ. Акцие Атăльялпа Хорнсор ял çыннисем те хастар хутшăннă. 2-3 кун хушшинче вĕçекен дронсене хирĕç кĕрешмелли аппарата кар укçа пухса туяннăĕ Ăна СВО-ри Эдик Париковпа видеоçыхăнăва тухса, унта каякан çынсенчен парса яни çинчен каларĕ. Тав сăмахне Хорнсорти Владимир Плотников, Атăльялти Сергей Сорокин, Нина Матюшкина, Тамара Шаплина тата Валентина Тихонова тивĕçрĕç. «Пирĕн клуба тухакан волонтерсем пурте пулăшу параççĕ. Ăшă кăтартман утиял та çĕлесшĕн. Ачасем шкулта çырусем çырчĕç. Эпир 170 ытла сетка, 500 ытла çăм нуски çыхнă. Халăхпа пĕрле пулсан çĕнтеретпĕр», – пĕлтерчĕ Валентина Алаева. Юлашкинчен пурте пĕрле тăрса «Катюша» юрра шăрантартăмăр.
Николай Смирнов. Атăльялĕ.
Август 2026 |
