Уявпа, салтаксем

Категория: Общество Опубликовано: 21.02.2025, 13:41 Просмотров: 49

Тăван çĕршыв сыхлавçисем,

Маттур, кĕрнеклĕ каччăсем!

Уявпала сире пурне,

Ыр пÿлĕх патăр сывлăхне!

Сире, çар ветеранĕсем,

Шур çÿçлĕ сумлă ватăсем!

Кун-çул сунатăп пуç тайса,

Уявпала саламласа!

Раççей историне илсен,

Ĕмĕрсенчен паян кун

Арçын салтак ятне «çĕртмен»,

Упрать пит чыслăн çеç ăна.

Çĕршывăн анлă чиккине,

Пĕлсе ялан вăл «хуппине»,

Хăймасть пăсма тăшман паян.

Çапла çеç пултăрччĕ ялан!..

Салтак - мăнаçлăн илтĕнет!

Салтак - киле арçын кĕрет!

Салтак - ыр ят ĕмĕрлĕхе!

Упратăр пÿлĕхĕ сире.

Игорь Майков . Кашмаш ялĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6