Енчен те çул çитнĕ гражданин «Госуслуги Биометрия» хушăма хăйĕн кăтартăвне вырнаçтарнă пулсан, РФ Правительствин 2025 çулхи январĕн 18-мĕшĕнчи 15 номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн малашне паспорт е ытти документсăрах алкогольсĕр тоник напиток туянма пултарать. Çак çĕнĕлĕх сутуçăсене ЕСИА тата биометри системипе усă курса сутуçă кăтартăвне пĕлме май парать. Аса илтеретпĕр, çул çитмен çамрăксене энергетик сутассине пĕтĕм Раççейĕпе кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен чараççĕ.
Дарья Сормулатова , Муркаш прокурорĕн пулăшуçи.
Август 2026 |
