Суту йĕркине пăсмалла мар

Категория: Общество Опубликовано: 21.02.2025, 13:34 Просмотров: 48

Федерацин 2025 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнчи 1-ФЗ номерлĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн çул çитмен çамрăка сигарет е вейп сутнăшăн должноçри ĕçчене - 500 пин тенкĕрен пуçласа 700 пин тенкĕ таран, компание 1,5 млн тенкĕрен пуçласа 2 млн тенкĕ таран штраф пама пултараççĕ. Çĕнĕлĕх вăя кĕриччен - февралĕн 14-мĕшĕччен - должноçри ĕçченсем - 150 пин тенкĕрен пуçласа 300 пин тенкĕ таран, компанисем 400 пин тенкĕрен пуçласа 600 пин тенкĕ таран тÿленĕ. Штраф виçи табак тата никотинлă продукцие сутассинче йĕркене пăснишĕн те ÿсет. Йĕркене пăсни пĕрремĕш мар пулсан яваплăх пысăкрах: пĕрремĕш хут йĕркене пăснă пулсан должноçри ĕçченсен - 30 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран, иккĕмĕш хут 50 пин тенкĕрен пуçласа 90 пин тенкĕ таран* пĕрремĕш хут йĕркене пăснă организацисен - 90 пинрен пуçласа 120 пин тенкĕ таран, иккĕмĕш хут - 120 пинрен пуçласа 150 пин тенкĕ таран. Çÿлерех асăннă продукцие тата алкоголе маркировкăсăр сутлăха кăларнăшăн яваплăх ÿсет, штраф виçисем самай пысăк.

Алексей Галахов , Муркаш район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6