Федераци çăмăллăхĕпе усă куракансене - путевка

Категория: Общество Опубликовано: 21.02.2025, 13:30 Просмотров: 40

2024 çулта Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ çăмăллăхпа усă куракан 1,6 пин çынна санаторипе курорт сиплевĕ валли путевка панă, унта кайса килме çул укçипе тивĕçтернĕ.

«Иртнĕ çул Социаллă фондăн республикăри уйрăмĕ Раççейри 9 санаторипе курорт организацийĕпе патшалăхăн 26 килĕшĕвне тунă. Çавна май Чăваш Енте пурăнакансем Ставропольпе Краснодар тăрăхĕсенче, Мускав облаçĕнче, Чăваш тата Кабардино-Балкари Республикисенче сиплев ирттерчĕç», - пĕлтерет Социаллă фондăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи Валерий Николаев. Çакăн пек услугăпа инвалидность пур çынсем (ачасем), Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем, çар ĕçĕн ветеранĕсем, «Жителю блокадного Ленинграда» паллăпа чысланисем тата ыттисем усă курма пултараççĕ. Социаллă фонд путевкăна пурне те медицина кăтартăвне тĕпе хурса кăна парать. Сиплев вăхăчĕ 18 кунпа танлашать, инвалид ачасен тата вĕсемпе пĕрле пурăнакансен курсĕ - 21 кун, çурăм тата пуç мими чирĕсенчен сипленекен çынсен - 24 кунран пуçласа 42 кун таран. Путевкăна тивĕçес тесен поликлиникăра хăвăра сиплекен врачран медицина кăтартăвĕ пирки калакан 070¹у формăллă справка илмелле. Çакăн хыççăн Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмне ыйтупа тухмалла. Ăна патшалăх услугисен порталĕ урлă та, клиент службинче те е МФЦра çырма пулать. Путевка парасси электронлă пĕр черет урлă пулса пырать. Вăл çынсем заявлени панă тăрăх йĕркеленет. Черет çитнине харпăр хăй тĕллĕн СНИЛС номерĕпе пăхса пĕлме пулать.

Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6