Ачасен ăсталăхĕ çÿллĕ шайра

Категория: Общество Опубликовано: 21.02.2025, 13:24 Просмотров: 33

Февралĕн15-мĕшĕнче Муркаш шкулĕнче «Ломоносов вулавĕсем» ятпа регионсем хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта ăсталăх кăтартакансен йышĕ çулран-çул ÿссе пырать. Кăçал çакăнта Муркаш округĕнчи тата Мари Эл Республикинчи 170 ытла çамрăк тĕпчевçĕ хутшăнчĕ. Çакă çамрăксем ăслăлăх тĕнчи патне ытларах туртăннине çирĕплетет.

Конференци Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова саламланинчен пуçланчĕ, вăл пурне те ăнăçлă ĕç кунĕ сунчĕ. Муркаш шкулĕн директорĕ Николай Смирнов та ырă сăмахсем каларĕ, конференци регионсем шайĕнче иртнине, çавна май мероприяти пĕлтерĕшĕ ÿснине тата малашне аталанма хавхалантарнине пĕлтерчĕ.

Хăй тытăмлă коммерциллĕ мар «Дети Отчизны - достойная смена» организаци ертÿçи Лариса Иванова паллă вырăс ăсчахне Михаил Ломоносова асра тытни пысăк пĕлтерĕшлине асăнчĕ, шкул библиотекине ăсчаха халалланă кĕнекене парнелерĕ. Конференци тĕрлĕ ăслăлăха пырса тивекен сакăр секципе иртрĕ. Ĕçсене хаклакансем экспертсем, вĕренÿ заведенийĕсен ертсе пыракан преподавателĕсем тата ыттисем пулчĕç, вĕсем ĕç йĕркелĕвĕ тата ăслăлăх ĕçĕсем çÿллĕ шайрине палăртрĕç. Тĕпчев ĕçне пурнăçлакансем ăслăлăх материалĕсене пĕлессипе, аудиторипе çыхăну тытассипе пысăк ăсталăх кăтартрĕç. Конференцие йĕркелекенсем çак ĕçе хутшăннă тата тÿпе хывнă кашни çынна тав тăваççĕ. «Ломоносов вулавĕсем» конференци ăслăлăх тĕнчин чăн-чăн уявĕ пулчĕ.

Светлана РОЖКОВА. Муркаш шкулĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6