Боксерсен астăвăм турнирĕ - 12-мĕш хут

Категория: Общество Опубликовано: 21.02.2025, 15:09 Просмотров: 58

Кун йĕркинче пирĕншĕн сывă пурнăç йĕрки малти вырăна тухрĕ. Çакна çамрăк ăрăва ачаран ăша хывса хăварма пулăшасси - пĕрлехи ĕç. Производствăра ялан ырăпа палăракан пирĕн округ - спортра та ыттисемшĕн тĕслĕхре. Çакна çирĕплетсе округра спортăн нумай тĕсĕпе тĕрлĕ шайри ăмăрту иртет.

Çакăнта пирĕн округри интернационалист-салтаксем те пулăшу алли тăсса параççĕ. Халĕ каланине çирĕплетсе иртнĕ эрне вĕçĕнче округри «Сывлăх» спорт шкулĕнче пирĕн çарсене Афганистантан кăларнине халалласа Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕн кубокĕшĕн черетлĕ 12-мĕш турнир иртрĕ. Ăна «Физкультурăпа спорта аталантарасси» патшалăх программи шайĕнче ирттернине палăртса хăвармалла.

Нарăс уйăхĕн 13 - 15-мĕшĕсенче иртнĕ турнира Чăваш Республикинчи хуласемпе муниципалитетсенчи тата Тутарстанпа Мари Эл Республикисенчи, Чул хула, Чĕмпĕр, Киров, Самара, Саратов облаçĕсенчи 131 боксера пĕрлештерекен 25 команда килсе çитрĕ.

- Ăмăртăва кĕске сăмах каласа тата унта хутшăнакансем Тăван çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçисем пуласса шанса Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов уçрĕ. Вăл çар ветеранĕсене - çав шутра паян ятарлă çар операцине хутшăнакансене те - çамрăк ăрушăн ялан ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ, боксерсене рингра ăнăçу сунчĕ. Кунпа пĕрлех Алексей Николаевич пирĕн командăри Алексей Алексеева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендийĕн Свидетельствине пачĕ. Турнира уçса бокспа СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тĕнче тата СССР чемпионĕ, паянхи турнирăн тĕп судйи Валерий Львов сăмах каларĕ, сывă пурнăç йĕркин пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ, çамрăк боксерсене ăнăçу сунчĕ. Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Степанов спортпа туслă пулни çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçине хатĕрлеме пулăшнине палăртрĕ. Пирĕн ентешсем паян ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеççĕ. Вĕсем хушшинче çухатусемсĕр те мар. Вĕсене пуç тайса турнира хутшăнакансем пĕр минут шăп тăчĕç.

- Кăçал Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарать. Пирĕн çĕршыв Европăна фашизмран çăлса хăварнă, анчах тĕнчере паян та лăпкă мар. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем хăйсен аслашшĕсем пекех пирĕн çĕршыва паттăррăн хÿтĕлеççĕ. Эсир те çĕршыва юрăхлă çынсем пуласса шанатăп, - терĕ çамрăк боксерсене ăнăçу сунса ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Виктор Горбунов. Вăл пирĕн округри боксерсемпе вĕсен тренерĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн Леонид Черкесовăн Тав çырăвĕсене пачĕ.

Çамрăк боксерсене çавăн пекех ЧР çар комиссарĕн заместителĕ Дмитрий Осипов, Афганистанти çар операцийĕсене хутшăннă ветерансен Муркашри Канашĕн ертÿçи Константин Петров т. ыт. те саламларĕç.

Вĕсем пурте çамрăк боксерсене ăнăçу, турнира вара вăрăм ĕмĕр сунчĕç. Рингри çапăçусем хĕрÿ иртрĕç. Кăтартусене пĕтĕмлетсен çакă паллă пулчĕ: муркашсен 18 боксертан тăракан команди (вĕсен йышĕнче 3 хĕр ача) пĕтĕмĕшле 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Пирĕн боксерсем хĕрÿ кĕрешÿре 8 ылтăн, 5 кĕмĕл тата 2 пăхăр медале тивĕçрĕç. Хăйсен ÿсĕм категорийĕнче Денис Краснов, Валера Иванов, Артем Алексеев «Чи лайăх техникăшăн» кубока тивĕçрĕç. Алексей Антонов, Серафим Хораськин, Алексей Алексеев «Чи лайăх боксер» кубок хуçисем пулса тăчĕç.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6