Салтаксене - ăшă парне

Категория: Общество Опубликовано: 21.02.2025, 14:19 Просмотров: 71

Мирлĕ пурнăç вăл пуриншĕн те паха пулнине Украинăри ятарлă çар операцийĕ паян аса илтерсех тăрать. Унта хутшăнакансенепулăшма халĕ пĕтĕм Раççей хутшăнать. Çак тĕллевпе чылай çĕрте маскировка костюмĕсемпе сеткисене çыхаççĕ, теприсем салтаксене техника туянса параççĕ, виççĕмĕшсем ăшă кăмăллă çырусем çыраççĕ т. ыт. те.

Çĕршыв хÿтĕлевçисене вăй çитнĕ чухлĕ пулăшакан кашни çынна пысăк тав сăмахĕ калас килет паян, мĕншĕн тесен пĕчĕк ĕçсенчен пысăк Çĕнтерÿ калăпланать. Манăн ĕç кабинетне кăкăр умне тем çÿллĕш çăм нуски йăтнă асанне кĕрсе тăчĕ. «Çак ăшă хатĕрсене Украинăри çар операцине хутшăнакансене парса ярас тетĕп. Ку манăн пĕрремĕш парне мар, вĕсем татах пулĕç-ха», - терĕ вăл хăй çыхнă çăм нускисене ман умри сĕтел çине хурса. Кун хыççăн пирĕн хушăмăрта кĕске калаçу пулса иртрĕ. «Пирĕн аттесемпе пиччесем мирлĕ пурнăçа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хÿтĕлерĕç. 1945 çулхи Аслă Çĕнтерÿ хыççăн ун пекки пулмалла мар пек туйăнатчĕ, анчах... Украинăри ятарлă çар операцийĕ, унта пыракан хаяр çапăçусем пире паян пурне те пĕр çыхăра пулма, тимлĕхе çухатмасăр пурăнма, пĕр-пĕрне çителĕклĕ пулăшма тата сыхлама хистеççĕ. Фронтри хамăр ачасене, мăнуксене пирĕн паян кашнин май пур таран пулăшма тăрăшмалла. Эпир пĕрле пулсан çеç

Çĕнтерÿ пирĕн алăра пулĕ», - терĕ вăл вăрçă хирĕнчи салтаксен йывăрлăхне ăнланнине палăртса. Ярапайкасси территори пайне кĕрекен Анатри Тăмлай ялĕнче 40 çула яхăн пурăнакан Ирина Кересева (сăн ÿкерчĕкре) пулчĕ ку. Иштерекре çуралса ÿснĕскер пурнăçне ялтах ирттернĕ. 25 çулта качча тухнă та 5 ывăл çуратса ÿстернĕ. Паян вĕсенчен иккĕшĕ пурăнаççĕ. Таса-сывă ÿстернĕрен ачисем пурте вăхăтра çар тивĕçне пурнăçланă. Паян унăн кил хуçалăхĕнче пахча пур, улма-çырла сачĕ тата пĕр сурăх. Сурăх тенĕрен, ăна паян асанне уйрăм тĕллевпе усрать - çăм касса çип арлать. Унпа вара алса-чăлха çыхать.

- Ахальтен мар вăл маншăн: сурăх çăмĕ ялти йывăр çемьесенчи ачасене, Украинăри çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшма ăшă чăлха çыхса пама кирлĕ. Çывăх вăхăтра тепĕр парти салтаксене пăшал тытса пеме пÿрнескеллĕ алсишсем çыхса парас кăмăл пур

- Çĕнтерÿ хăвăртрах çиттĕр. Пирĕншĕнех çапăçаççĕ-çкевĕсем. Пахчари ĕçсем пуçланиччен хам тĕллеве пурнăçласа волонтерсем урлă ăсатас тетĕп,- вĕçлерĕ хăйĕн калаç ăвне 1951 çулта çуралнă Ирина Ивановна алсиш-чăлха çыхса ывăнсан хăй тĕрĕ тĕрлеме юратнине палăртса.

Анатолий БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6