Тăрăшуллă çынсем - округ пуянлăхĕ

Категория: Общество Опубликовано: 21.02.2025, 13:33 Просмотров: 50

Муркаш ен 81 çул тултарнине халалласа ирттернĕ уявра пирĕн ентешсем тĕрлĕрен хисеплĕ ятсемпе Тав хучĕсене, дипломсене, свидетельствăсене тивĕçрĕç. Тунă ÿсĕмсемшĕн халăх умĕнче вăхăтра саламласси-чысласси пирĕн енре ăруран ăрăва куçса пыракан ырă йăла. Ăна шута илсе çав савăнăçлă пухура пулманнисене паян чыс-хисепе тивĕçнĕ ентешсен пĕтĕмĕшле списокĕпе паллаштаратпăр.

1. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе ачасене вĕрентес тата воспитани парас ĕçре нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» хисеплĕ ята Муркашри вăтам шкулти вĕрентекене Елена Николаевна ЕФАНОВĂНА панă.

2. Нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционер обществин чăх-чĕп пăхаканне Елена Владимировна НИКОЛАЕВĂНА наградăланă.

3. Ял хуçалăх производствинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă:

- «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕн трактористне Валерий Вячеславович ЗАМКОВА*

- «Ударник» ял хуçалăх производство кооперативĕн тракторист-машинистне Влас Леонидович ИВАНОВА*

- Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн хуралçине Альбина Владимировна ИВАНОВĂНА*

- «Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен Муркаш район станцийĕн» Çатракасси ветеринари участокĕн заведующине Эльвира Юрьевна ЛЮБИМОВĂНА*

- «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционер обществин поварне Зоя Егоровна ПЕТРОВĂНА*

- «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕн-ăратлă заводăн ĕнесене машинăпа сăвакан операторне Альбина Альбертовна СМИРНОВĂНА*

- чикĕллĕ яваплăхлă «Мичурин яч. хис. агрофирма» общество механизаторне Владимир Иванович ЯКОВЛЕВА (4-мĕш сăн ÿкерчĕкре).

4. ЧР Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне панă:

- «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционер обществин операторне Юрий Петрович АНИСИМОВА*

- «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционер обществин менеджерне Константин Михайлович ДИМИТРИЕВА*

- Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн снабженецне Николай Сергеевич КОРОЛЬКОВА*

- «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционер обществин чăх-чĕп пăхаканне Эльвира Васильевна КРЮЧКОВĂНА*

- «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционер обществин водительне Григорий Аркадьевич СТОЛЯРОВА.

5. ЧР Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин Тав çырăвне панă:

- Муркаш муниципалитет округĕн администрацийĕн экономикăпа инвестици ĕçĕĕĕ пайĕн ертсе пыракан эксперт-специалистне Галина Владимировна ЛУКИНĂНА*

- Муркаш муниципалитет округĕн администрацийĕн экономикăпа инвестици ĕçĕĕлĕ пайĕн тĕп эксперспециалистне Клавдия Анатольевна ОРАИНĂНА.

6. ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă:

- Муркаш муниципалитет округĕн администрацийĕн финанс пайĕн тĕп бухгалтерне –тĕрĕслев тата учетпа отчет секторĕн ертÿçине Жанна Вячеславовна ЕФИМОВĂНА*

- Муркаш муниципалитет округĕн администрацийĕн ĕç йĕркелĕвĕпе тĕрĕслев пайĕн пуçлăхне Александр Валерианович КРАСНОВА*

- «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционер обществин чăх-чĕп пăхаканне Фаина Васильевна КАЛИКОВĂНА*

- «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕнесене машинăпа сăвакан операторне Татьяна Геннадьевна МИШИНĂНА.

7. ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ:

- хĕрарăмсем хушшинчи предпринимательлĕхе аталантарассипе ÿсĕмлĕ ĕçленĕ Эльза Альбертовна ВАСИЛЬЕВА индивидуаллă предприниматель.

8. Муниципаллă йĕркелÿ аталанăвне тÿпе хывнăшăн РФ Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕн Алла Леонидовна Салаевăн Тав çырăвне тивĕçнĕ:

- Муркаш муниципалитет округĕн тĕп библиотекăн сектор заведующийĕ Алина Геннадьевна ЛЮБИМОВА*

- ĕç, вăрçă, хĕç-пăшаллă вăйсен, право сыхлав органĕсен ветеранĕсен (пенсионерсен) Муркаш округĕнчи Канашĕн председателĕ Елена Михайловна МАКСИМОВА*

- Муркаш муниципалитет округĕн пресс-секретарĕ Лидия Петровна ПАВЛОВА*

- нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса вăй хунăшăн тата пысăк профессионализмшăн «Муркаш район хаçачĕ «Çĕнтерÿ ялавĕ» автономи учрежденийĕн корректорĕ Ольга Филипповна СУВОРОВА.

9. Вырăнти самоуправлени тытăмĕн аталанăвне тÿпе хывнăшăн ЧР муниципаллă йĕркелÿсен Совечĕн Хисеп грамотипе наградăланă:

- Турай территори пайĕн тĕп эксперт-специалистне Анастасия Геннадьевна АЛЕКСАНДРОВĂНА*

- Муркаш муниципалитет округĕнчи Шаптак ял старостине Алена Анатольевна ПЕТРЯКОВĂНА*

- Муркаш муниципалитет округĕнчи Катăкуй ял старостине Ольга Юрьевна ФИЛИМОНОВĂНА.

10. Муркаш муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе «Муркаш муниципалитет округĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнисем:

- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Муркашра пурăнакан 99 çулхи Николай Гаврилович АЛЕКСЕЕВ*

- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Катькас территори пайĕнчи Анаткассинче пурăнакан 99 çулхи Василий Григорьевич ГРИГОРЬЕВ*

- Муркаш район больницинче хирург пулса 43 çул ĕçленĕ, вăл шутран хирурги уйрăмне 36 çул ертсе пынă, больницăра реанимаци йĕркелесе янă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Геннадий Мефодьевич ОГУРЦОВ.

11. Çемье юбилярĕсем:

- Юнкă территори пайĕнчи Юнкăпуçĕнче 50 çул пĕрле пурăнакан ĕç ветеранĕсем Альбина Викторовнăпа Алексей Иванович ВАСЮХИНСЕМ*

- Турай территори пайĕнчи Çатракассинче 50 çул пĕрле пурăнакан ĕç ветеранĕсем Елена Германовнăпа Валериан Семенович ИВАНОВСЕМ*

- Уйкас Янасал территори пайĕнчи Сосновкăра 50 çул пĕрле пурăнакан ĕç ветеранĕсем Калерия Елисеевнăпа Геннадий Алексеевич ИВАНОВСЕМ*

- Турай территори пайĕнчи Çатракассинче 60 çул пĕрле пурăнакан ĕç ветеранĕсем Калерия Германовнăпа Викентий Викторович ИВАНОВСЕМ.

12. Çар çыннисене пулăшнăшăн 1253 номерлĕ мотострелковăй полкăн Тав çырăвĕпе наградăланă:

- «Муркашсем - Çĕнтерÿшĕн» волонтерсен юхăмĕн ертÿçине Наталья Николаевна НИКОЛАЕВĂНА*

- Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçине Виталий Иосифович СЕМЕНОВА.

13. Экономика ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕ:

Муркаш муниципалитет округĕн 2024 çулхи ĕç кăтартăвĕсене тишкерсе предприятисемпе организацисем, учрежденисемпе территори пайĕсем хушшинчи экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче çĕнтерÿçĕ тесе çаксене йышăннă:

3-мĕш вырăн - «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕ, ăна 3-мĕш степеньлĕ диплом тата хаклă парне панă*

2-мĕш вырăн - Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕ, ăна 2-мĕш степеньлĕ диплом тата хаклă парне панă*

1-мĕш вырăн - «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционер обществи, ăна 1-мĕш степеньлĕ диплом тата хаклă парне панă (5-мĕш сăн ÿкерчĕкре).

Лайăх ĕçленĕ тесе «Ударник», «Свобода» кооперативсемпе «Бездна» обществăна палăртнă.

Промышленность ятата халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисенчен çаксем çĕнтернĕ:

3-мĕш вырăн - «Дублин» чикĕллĕ яваплăхлă общество, ăна 3-мĕш степеньлĕ диплом тата хаклă парне панă*

2-мĕш вырăн - «Алпроф» чикĕллĕ яваплăхлă общество, ăна 2-мĕш степеньлĕ диплом тата хаклă парне панă*

1-мĕш вырăн - «Шупашкарти «Сеспель» предприяти», ăна 1-мĕш степеньлĕ диплом тата хаклă парне панă.

Лайăх ĕçленĕ тесе «Муркашри кирпĕч завочĕ» акционер обществине, «Сундырь-Хлеб» тата «Моргауши-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăсене палăртнă.

Территори пайĕсем хушшинче:

3-мĕш вырăн - Чуманкасси территори пайĕ, ăна 3-мĕш степеньлĕ диплом тата хаклă парне панă*

2-мĕш вырăн - Оринин территори пайĕ, ăна 2-мĕш степеньлĕ диплом тата хаклă парне панă*

1-мĕш вырăн - Мăн Сĕнтĕр территори пайĕ, ăна 1-мĕш степеньлĕ диплом тата хаклă парне панă.

Территорисене тирпей-илем кĕртессипе лайăх ĕçленĕ тесе Юнкă, Катькас, Çатракасси территори пайĕсене палăртнă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче Владислав Валерианович Бархаткин хресчен (фермер) хуçалăхĕ çĕнтернĕ тесе йышăннă, ăна диплом тата хаклă парне панă. Килти хушма хуçалăхсем хушшинчи çĕнтерÿçĕ - Хорнуй ялĕнчи Вера Семеновна Ванюшкина. Ăна диплом тата хаклă парне парса чысланă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6