Февралĕн 19-мĕшĕнче Муркаш муниципалитет округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ пулчĕ. Ăна ирттерме Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн ертÿçи Сергей Павлов килчĕ. Чи малтанах республика представителĕ, Муркаш округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов тата ыттисем граждансен йышăнăвне ирттерчĕç. Виçĕ çыннăн ыйтăвĕ çул-йĕр тăвассипе, шывпа тивĕçтерессипе пулчĕ, ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу мелĕсем кăсăклантарчĕç.
Хыççăн ĕç ушкăнĕ Турай территори пайне çитрĕ. Тĕл пулăвăн теми Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвне хаклани, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2024 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ тата республикăра Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкне ирттересси пулчĕ. Республика представителĕ каланă тăрăх, юлашки пилĕк çулта пурнăçланă ĕç курăмлă, çитес вăхăтра пурнăçламалли ĕç татах та калăпăшлă. Çак тапхăрта 492 километр çул-йĕр юсанă. Ку енĕпе муркашсем те хăпартланма пултараççĕ, округ территорийĕнчи çул-йĕр хăтлăхне кашни çын туять. Вĕренÿ учрежденийĕсене республикăра, округра еплерех çĕнĕ сăн-сăпат кĕрсе пырать, тĕрлĕ программа пулăшăвĕпе çĕнĕ шкулсем хута каяççĕ, киввисене тĕпрен юсаççĕ, пĕтĕмлетсе каласан - социаллă объектсем çынсемшĕн меллĕрех пулса пыраççĕ, вăл шутра - Муркаш округĕнче те. Алексей Матросов палăртнă тăрăх, округра тыл ĕçченĕсене юбилей медалĕсемпе чысласси малалла пырать. Округра пĕтĕмпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалласа лартнă 70 палăк. Вĕсем мĕнле шайрине шута илнĕ, планпа пăхнă тăрăх вĕсене уяв тĕлне юсама палăртнă. Турай территори пайĕнчи тĕрлĕ ыйтăва татса парассинче вырăнти хуçалăх пысăк пулăшу кÿрет. Çакăн пирки пай пуçлăхĕ Евгений Орлов пĕлтерчĕ. Вăл каланă тăрăх, хуçалăх пуçарулăх бюджечĕн проекчĕсене те активлă хутшăнать. Хуçалăх ертÿçи Алексей Воробьев Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх иртнĕ çула лайăх кăтартусемпе вĕçленине пĕлтерчĕ, ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче малта. Машинăпа трактор паркне 65 миллион тенкĕлĕх çĕнетнĕ, хуçалăх пысăк хăватлă техникăпа ĕçлет. Тĕрлĕ субсидипе усă курма май пурришĕн вăл регион пуçлăхне Олег Николаева тав турĕ. Ĕçлекенсен ĕç условийĕ лайăх, пысăк шалу илме те, канма та майсем çителĕклĕ. Иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕпе кунти пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 66 пин тенкĕпе танлашнă, кăмăл пуррисем экскурсие, канма тухса çÿреççĕ. Анаткассисен те ыйтусем çук мар. Тĕл пулу ирттернĕ Культура çуртĕнче тĕплĕ юсав ирттермелли, стена тăрăх шыв аннин йĕрĕ аван курăнать. Ял çыннисем округ администрацине çак ыйтупа пулăшма ыйтрĕç. Алексей Матросов вĕсене çивитти улăштарма тата капиталлă юсав тума çак кунсенчех документ хатĕрлеме хушрĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
