Çĕнелнĕ офис уçăлчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 21.02.2025, 10:29 Просмотров: 48

Муркашра юсав ĕçĕсем хыççăн Сбер- Банк офисĕ клиентсене йышăнма тытăнчĕ.

Çак ятпа асăннă банкăн Муркашри уйрăмĕн коллективне округ пуçлăх Алексей Матросов саламларĕ. «Пире çĕнĕ йышши офис уçăлни савăнтарать. Округ çыннисенчен ытларахăшĕ çак банк çăмăллăхĕсемпе усă курать», - терĕ вăл. Банкăн Муркашри уйрăмĕн ертÿçи Елена Данилова малашне те округ çыннисене пахалăхлă çăмăллăхсемпе тивĕçтересси çинчен каларĕ. «Пирĕн сотрудниксем клиентсене кирек хăш финанс ыйтăвне те татса пама пулăшĕç», - терĕ вăл.

Юсав ĕçĕсем хыççăн офис тĕпрен улшăннă. Хальхи дизайн, хăтлă лару-тăру, клиентпа куçа-куçăн тĕл пулни тÿрех тыткăна илет. Офисра хальхи йышши банкоматсем вырнаçтарнă. Вĕсем купюрăсем йышăнаççĕ, контактсăр мелпе картăпа е смартфонпа укçа параççĕ. Муркашри уйрăм «хут çырман офис» мелĕпе ĕçлет. Кунта мĕнпур документа электрон мелпе алă пусаççĕ.

Офисра тăхăр çын вăй хурать. Вĕсем пурте ăста специалистсем, клиентсене пур ыйтупа та пулăшма хатĕр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6