Ăмăрту кашниншĕн хĕрÿ кĕрешÿре иртрĕ

Категория: Общество Опубликовано: 14.02.2025, 08:21 Просмотров: 135

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси спортран пуçланать. Çакна шкултах ăша хывнисем ĕмĕр тăршшĕпех кун йĕркинче тытса пыраççĕ. Хăйсем спортпа туслă ьпулнăран ыттисене те унта явăçтарма тăрăшаççĕ.

Муркаш муниципалитет округĕнче пурăнакансем спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе туслă. Спорт вара çынсене сывă пурнăç йĕрки тытма пулăшнипе пĕрлех йывăрлăхсене çĕнме те май парать. Пирĕн ен спортсменĕсен тĕрлĕ шайри ăнăçăвĕ шăпах çакна çирĕплетет. Иртнĕ шăматкун, нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче, пирĕн округра Раççей йĕлтĕр йĕрĕ 43-мĕш хут спортпа туслисене хăй патне пухрĕ. Асăннă кун Москакасси вăтам шкулĕн базинчи ăмăртăва пин çын ытла пырса çитрĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ – старта тухмалли тĕрлĕ ÿсĕмри йĕлтĕрçĕсем.

Пурте кĕтнĕ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2025» ăмăртăва çÿллĕ шайра ирттерме Москакассине хăнасем те йышлă килсе çитрĕç. Вĕсем: Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов, депутатсен муниципалитет округ Пухăвĕн председателĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн ертÿçи Сергей Павлов, Муркашри «Сывлăх» спорт шкулĕн директорĕ Александр Куликов, Олимп чемпионки Е. Николаева ячĕллĕ олимп резервĕсем хатĕрлекен 8-мĕш номерлĕ спорт шкулĕн директор çумĕ Олег Андреев.

– Муниципалитет округĕнче пурăнакансемшĕн спорт пушă сăмах мар. Ăна аталантарассипе аслă ăрури спортсменсем çĕнсе илнĕ ырă ята паянхи çамрăксем малалла тăсаççĕ. Спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче муркашсем яланах малти ретре, пире çĕнĕ рекордсемпе савăнтараççĕ. Юлашки çулсенче ветерансем те активлă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшни ырă шухăшсем çуратать. Апла пулсан эпир пурсăмăр та пĕр çыхăра. Кăçалхи ăмăртăва Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине халаллатпăр, – терĕ черетлĕ спорт уявне уçнă май муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов. Унăн сăмахне ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн ертÿçи Сергей Павлов малалла тăсрĕ.

– Паянхи хĕл кунĕ хăй старта тухма хистет. Йĕлтĕр спорчĕ, республикăри пекех, Муркаш муниципалитет округĕнче те ытларах вăй илнĕ тĕс. Паян çамрăксемпе ветерансем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнипе пĕрлех тĕрлĕ шайри ертÿçĕсемпе депутатсем те вĕсемпе пĕрле ăмăртса хăйсене ырă енчен кăтартаççĕ. Çакă Муркашра спорт вăйлă аталаннине, вăл пурнăç тĕрекĕ пулнине çирĕплетекен тĕслĕх тесе шутлатăп эпĕ, – терĕ вăл старта хатĕрленнĕ спортсменсене ăнăçу сунса. Москакасси шкулĕ çумĕнче йĕркеленĕ йĕлтĕр трасси çине малтанах тĕрлĕ шайри пуçлăхсем тухрĕç. Арçынсем хушшинче стартранах Çатракассинчен килнĕ Анатолий Яковлев мала ÿкрĕ те никама та хăйĕнчен ирттермерĕ. 2-мĕш вырăнта Юнкă территори пайĕн пуçлăхĕ Сергей Самуков, 3-мĕш вырăнта – Юнкăри Владимир Михайлов. Хĕрарăмсем хушшинче Ярапайкасси территори пайĕн пуçлăхĕ Олимпиада Веселова финиша ыттисенчен маларах çитрĕ. Хыççăнхи вырăнсенче Хорнуй территори пайĕн пуçлăхĕ Манефа__ Колесникова тата «Золушка» ача садĕнче ĕçлекен Ирина Терентьева. Тĕрлĕ шайри пуçлăхсем ăмăртнă хыççăн йĕлтĕр йĕрĕ çине ача садне çÿрекенсем тухрĕç. Вĕсем 400 метр дистанцире вăй виçрĕç. Арçын ачасем хушшинче Петр Бархаткин («Рябинушка») çĕнтерчĕ пулсан, хĕр ачасем хушшинче Кира Яковлевăна («Солнышко») çитекенни пулмарĕ. Ветерансем, тĕрлĕ ÿсĕмри хĕр ачасемпе арçын ачасем старта хăйсен ÿсĕм категорийĕсемпе тухрĕç. 2015 çулхи тата кĕçĕнрех арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче Муркаш шкулĕнчи Роман Рыжковпа Нискасси шкулĕнчи Анастасия Бархаткина çĕнтерчĕç. Хыççăнхи вырăнсенче Муркашри Артур Полтанский- пе Çатракассинчи Святослав Яковлев тата Çатракассинчи Анастасия Григорьевăпа Ильинкăри Татьяна Васильченко. 2013 – 2014 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче те финишченех хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ. Арçын ачасем хушшинче Мăн Сĕнтĕртен килнĕ Павел Лукшин, Москакассинчи Егор Петровпа Артемий Столяров палăрчĕç. Хĕр ачасем хушшинче Çатракассинчи Валерия Ивановăна çитекенни пулмарĕ. 2 – 3-мĕш вырăнсенче – Нискассинчи Ульяна Бархаткинăпа Муркашри Виктория Васильева. 2011 – 2012 çулсенче çуралнă яшсем хушшинче Çатракассинчи Дамир Григорьев çăмăллăнах мала ÿкрĕ. Муркашри Илья Смирновпа Шетмĕпуçĕнчи Роман Александров хыççăнхи вырăнсене йышăнчĕç. Асăннă çулсенчи хĕрсем хушшинче Муркашри Валерия Яковлевăпа Дарья Галкина 1 – 2-мĕш вырăнсен хуçисем пулса тăчĕç. Мăн Сĕнтĕрти Анна Жданова 3-мĕш вырăнта. 2009 – 2010 çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсем хушшинче те йĕлтĕр йĕрĕ çинче финиша çитичченех хĕрÿ кĕрешÿ пулчĕ. Яшсем хушшинче малти вырăнсене Муркаш шкулĕнче вĕренекен Максим Беловпа Роман Полтанский тата Çатракассинчи Марат Чабышев çĕнсе илчĕç. Çак çулсенчи хĕрсем хушшинче вара Çатракассинчи Милена Смирновăпа Лилиана Степанова, Муркашри Софья Рыжкова маттур пулчĕç. 2007 – 2008 çулсенчи каччăсем хушшинче 1 – 2-мĕш вырăнсене Çатракассинчи Иван Черновпа Кирилл Кузьмин тивĕçрĕç. Нискассинчи Владимир Марков 3-мĕш пулчĕ. Çак çулсенчи хĕрсем хушшинче малти виçĕ вырăнĕ те çатракассисен пулчĕ: Карина Григорьева, Диана Матвеева, Камилла Смирнова.

Аслă ÿсĕмрисем хушшинче те ăмăрту хĕрÿлĕхĕ финиша çитичченех пулчĕ. 2006 çултан аслăрах арçынсем хушшинче «Воин» пĕрлешÿре тăракан Сергей Васильев çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Ун хыççăнхи вырăнсенче – Муркашри тĕп больницăри хирург Леонид Сильвестров тата Муркашри шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекен Дмитрий

Григорьев. Çак çулсенчи хĕрарăмсенчен Муркаш территори пайĕн командин членне Ирина Смирновăна çитекенни пулмарĕ. Ярапайкасси территори пайĕнчи Нелли Веселова иккĕмĕш пулчĕ. БТИре ĕçлекен Анастасия Попугаева – виççĕмĕш. 40 – 54 çулсенчи йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче БТИре ĕçлекен Сергей Васильев палăрчĕ. Хыççăнхи вырăнсенче – Оринин территори пайĕнчи Дмитрий Полтанский тата Мăн Сĕнтĕрти Валерий Жданов. Ку категорире ăмăртăва тухнă хĕрарăмсем хушшинче Шетмĕпуçĕнчи тĕп шкулти Надежда Волкова, Ярапайкасси территори пайĕнчи Олимпиада Веселова тата Муркаш муниципалитет округ администрацийĕнчи Надежда Попугаева. Ăмăртăва 55 çултан аслăраххисем те активлă хутшăнчĕç. Арçынсем хушшинче пысăк кăтартупа Муркаш территори пайĕнчи Константин Васильев, Йÿçкассинчи вăтам шкулти Полислав Васильев, Шетмĕпуç территори пайĕнчи Владимир Иванов савăнтарчĕç. Асăннă çулсенчи хĕрарăмсем те йĕлтĕр йĕрĕ çинче хăйсен пысăк хăвăртлăхне кăтартрĕç. Муркаш территори пайĕнчи Зинаида Васильева, тĕп клуб системинчи Надежда Леденцова, тĕп больницăри Людмила Никитина финиша старта пĕрле тухнисенчен маларах çитрĕç. Ăмăртăвăн хăйĕн илемлĕ саманчĕ те пулчĕ. Ятарлă çар операцине хутшăннă Сергей Васильев Олимпиада чемпионкин Луиза Носкован йĕлтĕрне хăйĕн дистанцийĕнче

Палăрнă Арина Касьяновăна парнелерĕ. Уява пухăннисем йĕлтĕр трассине лайăх хатĕрленĕшĕн Москакасси вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсене ăшшăн тав турĕç.

Анатолий БЕЛОВ .

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6