Ятарлă çар операцине хутшăннисем кăçалтан пуçласа Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ урлă Социаллă фонд центрĕсенче санаторипе сиплев курсĕнче пулма, медицина реабилитацийĕ ирттерме пултараççĕ. Сиплев вăхăчĕ медицина кăтартăвĕнчен килет. Ку услугăпа вĕсен çулталăкра пĕр хутчен усă курма ирĕк пур. Реабилитаци центрĕсене каяс пулсан ветеранăн сывлăх шайне шута илеççĕ, диагностика туса сиплев çирĕплетеççĕ. Пĕрремĕш ушкăнри инвалидсем тата Раççей Геройĕ ят пуррисем сиплевре черетсĕр пулма ирĕклĕ. Сиплев услугипе усă курассине çăмăллатас тĕлĕшпе ветерансене реабилитаци центрне кайма тата килме компенсаци тÿлеççĕ. Çул çинче тăкакланнине саплаштарма ыйтса заявлени çырнă чухне пĕрле çул çинче тăкакланнине çирĕплетнине те хумалла. Ку кирек епле транспорт та пулма пултарать: пуйăс, самолет, шыв транспорчĕ, автобус е харпăр хăй автомашини. Çул çинче çÿренин докуменчĕсене клиент службине реабилитаци центрĕнчен таврăнсан тăратмалла.
Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ.
Август 2026 |
