Чăваш халăх культури уявсемпе, ырă йăла-йĕркепе пуян.
Авал чăвашсем каçсерен лармана пухăннă. Эпир те аслă ушкăнри ачасемпе пĕрле асанне патне лармана пуçтарăнтăмăр. Вăл хăй тĕрленĕ вăхăтрах ачасене «Уйăх çинчи хĕр» ятлă чăваш халăх юмахĕ каласа пачĕ. Асаннепе пĕрле ачасем юрăсем те юрларĕç, шÿтсем те каларĕç. Вăл ачасене хăйĕн ачалăхĕ çинчен каласа пачĕ. Ача чух мĕнле вăйăсем вылянине те аса илчĕ. Пĕчĕк чухне вĕсем харпăр хăй тĕллĕн ăсталанă теттесемпе вылянă. Пуканесене вара тĕрлĕ пусма татăкĕнчен тата улăмран тунă. Вăл вăхăтра мечĕксем пулман пулин те, арçын ачасем те пусма татăкĕсенчен тунă мечĕке тапса футболла вылянă. Ачасем çак теттесене тимлĕн тишкерчĕç. Лармара ачасем асаннен чиюратнă вăййине – «Йĕке» ятлине – вылярĕç. «Уйăхпахĕвел», «Мĕн тăватăн?», «Çăкăрпĕçерекен» ятлă вăйăсем те ачасене килĕшрĕç. Вăйăсем хыççăн ачасем чăваш ташши ташларĕç. Ларма çинчен ачасем интереслине нумай пĕлчĕç. Ашшĕ-амăшне те ачасен ларма каçĕ кăмăла кайрĕ. Çакăн пек мероприятисем ачасене хамăрăн тăван халăхăн культурипе тата историйĕпе кăсăкланма хавхалантараççĕ, йăла-йĕркесене упрама тата хисеплеме, тарават пулма вĕрентеççĕ.
Татьяна НИКОЛАЕВА,«Солнышко» ача сачĕн воспитателĕ
Август 2026 |
