Кунта ырă ĕçсем çуралĕç

Категория: Общество Опубликовано: 14.02.2025, 07:59 Просмотров: 138

Февралĕн 11-мĕшĕнче Муркаш округĕнчи тĕп библиотекăра ыр кăмăллăх ĕçĕсен «Добро.Центр «Волонтеры культуры» центр уçăлчĕ. Çак ятпа Муркаш округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ – вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова, культура пайĕн пуçлăхĕ Любовь Рыжкова саламларĕç, çавăн пекех библиотека партнерĕсем – Муркаш территори пайĕн ертÿçи Алексей Кириллов, «Движение Первых» юхăмăн вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Геннадий Любимов ырă сăмахсем каларĕç. Мероприятие Муркаш шкулĕн вĕренекенĕсем, «кĕмĕл» волонтерсем хутшăнчĕç.

Волонтерсен йышĕ республикăра, округра ÿссе пырать. Çак тытăм активисчĕсем тĕрлĕ ĕçе хутшăнаççĕ: сывă пурнăç йĕркине пăхăнассипе, экологи субботникĕсем ирттерессипе, тĕрлĕ пулăшу кÿрессипе. Ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра волонтер ĕçĕ питех те пысăк пĕлтерĕшлине эпир паян лайăх куратпăр.

– Пирĕн округра та волонтерсен йышĕ пысăк. Вĕсем пин ытла мероприятие хутшăннă, ку ĕç малашне анлăланĕ кăна. Эпир паян федераци пĕлтерĕшлĕ ыр кăмăллăх ĕçĕсен центрне уçрăмăр, ку тĕлĕшри пур проект та çитес вăхăтра çак центр урлă пурнăçланĕ. Кунта пурин валли те çул уçă, – терĕ Зоя Дипломатова.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Добро.Центрăн» ырă ĕçне республикăра сарма хушу лартнă, ку йышши центрсене 2030 çул тĕлне кашни муниципалитетра уçма сĕннĕ. Волонтер ĕçĕ курăмлă та пĕлтерĕшлĕ. Çакăахальтен мар, ăна «Вĕренÿ» наци проекчĕ шайĕнчи «Социальная активность» федераци проекчĕ шайĕнче йĕркелесе пыраççĕ. Волонтер центрĕсен ассоциацийĕн 2021 çулхи пуçарăвне Раççей Президенчĕ Владимир Путин ырласа йышăннă. Асăннă центр культура пуçарулăхĕ енĕпе тата волонтер проекчĕсене аталантарма пулăшакан тĕп площадка пулĕ. Кунта кашни çын хăйпе пĕр шухăшлине тупма, экспертсемпе канашлама, социаллă пуçарулăх проектне хатĕрлессипе пулăшу тупма пултарĕ. Центра уçма тĕплĕн хатĕрленнĕ, юсав ĕçĕсем ирттернĕ, çĕнетнĕ, бренд куç умĕнче. Библиотека услугипе тĕрлĕ категори усă курать, çак шутра ветерансем те йышлăн. Ветерансен округри канашĕн ертÿçи Елена Максимова центр уçăлнă ятпа ырă сăмахсем каларĕ, ветерансемпе малашне те çине тăрса ĕçлеме хатĕррине пĕлтерчĕ. Ыр кăмăллăхăн профиль центрне Ирина Николаева ертсе пырĕ. Муркашсем çĕршыври пысăк командăн пĕр пайĕ пулĕç.

Роза ИЛЛАРИОНОВА

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6