Иртнĕ çулхи январьтен пуçласа Чăваш Енте пурăнакан 13 пин çын пенси çине тухма хатĕрленсе документсене маларах пухса Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмне ыйтупа тухнă. Социаллă фонд пенси çине тухма хатĕрленекен гражданина çакăн пирки икĕ çул маларах пĕлтерет, ИЛСри кăтартăва ĕç кĕнекинчи сведенипе тĕрĕслеме ыйтать.
Енчен те ĕçленĕ вăл е ку вăхăт пирки унта çырман пулсан, çыннăн çав вăхăта кĕртессипе клиент службине справкăпа документ тăратмалла пулать. Социаллă фонд ĕçченĕсем сведенисем пухассинче информаципе пулăшма пултараççĕ. Çак услуга пирки республикăра пурăнакансен Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмне ыйтупа тухмалла. Сведенисене тĕрĕслессипе документ хатĕрлес ĕçсене юлашки вăхăта хăвармалла мар, ун пирки маларах шухăшламалла. Пулас пенсионерăн клиент службине пĕрле паспорт, стаж пирки калакан документ (ĕç кĕнеки, çар билечĕ, справка), вĕренни пирки документ (диплом, аттестат), мăшăрлану свидетельстви (енчен те хушамата улăштарнă пулсан), ачасем çуралнин свидетельстви тата пенси виçи çине витĕм кÿрекен ытти документ илсе пымалла. Пенсие клиент службине ыйтупа тухнă кун çирĕплетеççĕ, анчах та пенси çине тухас вăхăт çитиччен мар. Çакна та ăнланма ыйтатпăр, документсене малтанхи шутлав валли тăратма пыни пенси çирĕплетме ыйтупа тухнине пĕлтермест. Ку хатĕрленÿ ĕçĕ кăна.
2026 çулта ватлăха пула паракан страхлав пенсине 64 çул тултарнă арçынсем, 59 çул тултарнă хĕрарăмсем тивĕçеççĕ, енчен те вĕсен ĕç стажĕ 15 çултан пĕчĕк мар тата ИПК шайĕ 30-тан пĕчĕк мар пулсан. Енчен те сирĕн ку тĕлĕшпе ыйтусем пулсан 8-800-100-00-01 телефон номерĕпе шăнкăравласа е Телеграм https://t.me/sfr–chuvashia, ВКонтакте https://vk.com/sfr.chuvashia социаллă сетьсем урлă пĕлмелле.
Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ.
Август 2026 |
