Анаткас Хачăк ялĕнчи Людмила Казакова хаçат редакцине шăнкăравларĕ. «Пирĕн ял урамĕнче çутă çук. Госуслуги çине çырса ярсан çутă туса пачĕç-ха. Шоссейная урамри 1-мĕш çурт тĕлĕнчи çутта вара тăваймарĕç. Унти çутă та питĕ кирлĕ», – терĕ вăл. Муркаш муниципалитет округĕн территорисене хăтлăх кĕртессин тата аталантарассин управленийĕн «Москакасси» территори пайĕн пуçлăхĕ Д. Кириллов алă пуснă çыру çинче çапла пĕлтернĕ: «Çитес вăхăтра вырăнти ял урамĕсенче çутăпа епле тивĕçтернине тĕрĕслетпĕр, хăш вырăнта çутă кирлине, хунарсем çунса кайнине тĕрĕслесе сведени пухатпăр. Çакна шута илсе çитес вăхăтра смета тата çутă хунарĕсем улăштарма килĕшÿ тумалла пулать».
Роза ИЛЛАРИОНОВ А.
Август 2026 |
