Кĕрекаç ялĕнчи çынсем ыйтнипе хаçат редакцине Раиса Степанова килсе кайрĕ. Вăл çапла пĕлтерчĕ: «Пирĕн Кĕрекаç ялĕнче татса кайнă пĕве тĕлĕнче тăпра турттараççĕ. Вырăнти халăх ăна мĕншĕн турттарни тата унта мĕн пуласси пирки нимĕн те пĕлмест. Çĕрĕ кĕтÿ çÿренĕ вырăнта. Тăприне илсе кайнăшăн пĕвине пĕвелесе паратпăр, тенĕ. Ун пек пулсан лайăхчĕ». Ыйтăва Муркаш муниципалитет округ администрацине çитертĕмĕр. Унтан эпир çакăн пек хурав илтĕмĕр: «Муркаш муниципалитет округĕн территорисене хăтлăх кĕртессин тата аталантарассин управленийĕн «Катькас» территори пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Кĕрекаç ялĕн çыннисем пуçарнипе пĕве тасатас ĕç пырать. Ытлашши тăпрана турттарса тухаççĕ, çыран тайлăкне пĕчĕклетеççĕ. Çанталăк лайăхлансан, ĕçе вĕçлеççĕ». Хурав çырăвĕ çине Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ – территорисене хăтлăх кĕртессин тата аталантарассин управленийĕн ертÿçи А. Мясников алă пуснă.
Август 2026 |
