Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас ĕç Муркаш тăрăхĕнче куллен пулса пырать. Кунта тăхтав çук, теççĕ «Моргаушцы- ZА Победу!» ушкăн волонтерĕсем.
Акă Кораккасси ял çыннисем утиял, хулăн нускисем, тутлă апат-çимĕç тата 5 пин те 800 тенкĕ укçан килсе панă. Калайкасси ялĕнчи Григорьевсен çемйи шăратнă çу хатĕрленĕ. Муркаш ялĕнчи Мария Васильева тутлă кучченеç тата нускисем илсе килнĕ. Салтаксем валли алса тулĕ çĕлекенсем те пур. Катькас клубĕнче тепловизорсенчен пытанма май паракан пончо çĕлессине йĕркеленĕ. Пирĕн округра маскировка сеткисем çыхассине аван йĕркеленĕ. Вĕсем валли никĕсне 12 пунктра хатĕрлеççĕ. Çак кунсенче муркашсем отпуска килнĕ салтакран газ баллонĕсем, маскировка сеткисем, нÿрĕ салфеткăсем, скотч, типĕтсе хатĕрленĕ апат-çимĕç парса янă. «Моргаушцы-ZА Победу!» ушкăн волонтерĕсем кашни пулăшакана тав сăмахĕ калаççĕ.
– Тавах сире хамăр ентешсене пулăшнăшăн, – тет Наталия активист. Вăл ыттисене те çак пархатарлă ĕçе хутшăнма чĕнет.
Сăн ÿкерчĕксенче: «Гром» ятпа çÿрекен салтак ентешсене пулăшнăшăн тав сăмахĕ калать, Катькас тăрăхĕнчи ял çыннисем пулăшма яланах хатĕр.
Август 2026 |
