Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ. Унта Муркаш округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов ертсе пыракан делегаци те хутшăнчĕ. Вĕсем хăйсен шухăшĕпе паллаштараççĕ. Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ
Алексей Матросов:
– Чăваш Республикин Патшалăх Канашне çуллен тухакан Çырăва пысăк тимлĕхпе кăсăкланса итлерĕм. Олег Николаев хăйĕн Çырăвĕнче 2024 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕ, çак çул тата малашнехи çулсем валли пур енĕпе перспективлă задачăсем лартрĕ. Çыру наци проекчĕсене пурнăçланин пĕтĕмлетĕвĕнчен пуçланчĕ. Маларах вăйра тăнă наци проекчĕсене тухăçлă пурнăçланин кăтартăвĕсене пĕлтерчĕ. Тĕслĕх шырама вара аякках кайма кирлĕ мар. Муркаш округĕнче эпир хамăрăн çынсен пурнăç условийĕн пахалăхне лайăхлатма май паракан наци проекчĕсене активлă пурнăçласа пыратпăр. Шăпах та наци проекчĕсен витĕмĕпе эпир вуншар километр çул-йĕр юсарăмăр, Ярапайкассинче çĕнĕ Культура çурчĕ хута ятăмăр, Кашмашра – çĕнĕ шкул. Муркаш район тĕп больницин поликлиникине, врач амбулаторийĕсене юсарăмăр, çĕнĕ ФАПсем хута ятăмăр, парксемпе обществăлла территорисене тирпейлесе хăтлăх кĕртрĕмĕр. Республика влаçĕ пулăшнипе социаллă сфера объекчĕсене тăвас тата юсас ĕçсене эпир кăçал малалла тăсăпăр. Çакă хăтлă та хăрушлăхсăр хула хутлăхĕ тăвассин пĕлтерĕшлĕ утăмĕ пулса тăрать.
Республика пуçлăхĕ наци проекчĕсен, экологи пуçарулăхĕн тата социаллă инфраструктура аталанăвĕн пĕлтерĕшне палăртни пире хамăр округра малашне активлă ĕçлеме хавхалантарать. Пирĕн округ çыннисем пуçарулăх бюджечĕн программине активлă хутшăнни уйрăмах савăнтарать. Çакă гражданлаактивлăха тата çынсем тăван тăрăх аталанăвне тÿпе хывас кăмăллине çирĕплетет. Халăх хутшăннипе çул-йĕр, шывпа тивĕçтерес системăна юсатпăр, клуб та туса лартрăмăр, ача-пăча тата спорт площадкисем тăватпăр, çивĕч ытти ыйтăва татса паратпăр. Эпир çынсемпе пĕрле инфраструктурăна аталантармалли приоритетлă енсене палăртатпăр. Çакă пире бюджет укçи-тенкине эффективлăрах усă курма май парать. Регион ертÿçи ятарлă çар операци теми çине уйрăм акцент турĕ. Салтаксем çапăçу хирĕнче планпа пăхнă ăнăçăва тунине пĕлтерчĕ. Кашни çын пирĕн салтаксене мĕн кирлипе пулăшса Тăван çĕршыва хÿтĕлес сăваплă ĕçе мĕн çĕнтерÿ пуличчен хутшăннине палăртрĕ. Муркаш районĕн мухтавлă ывăлĕсем Тăван çĕршыва паттăрла хÿтĕлеççĕ. Ял çыннисем пĕтĕм чун-чĕререн, кам мĕнпе пултарать, фронта çавăнпа пулăшаççĕ. Регион ертÿçи палăртнă 2020 – 2025 çулсем валли йышăннă Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программи пирĕн округ çыннисен пурнăçне те меллĕрех тăвĕ. Пирĕн 2025 – 2030 çулсем валли йышăннă социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине кĕртнĕ муниципалитет территорийĕнче пурнăçламалли драйвер-проектсем, инвестици проекчĕсем пур. Олег Алексеевич кашни отрасль аталанăвĕн задачине палăртрĕ. Чăваш Ен пуçлăхĕн Çырăвĕ пире ĕçре хушма хавхалантару пулчĕ. Ума лартнă задачăсене пурнăçлама пĕрлехи вăйпа пысăкрах кăтартусем тума пултарассине тата пирĕн округа пурнăç валли меллĕрех тăвассине шанатпăр эпир. Çавăн пекех пирĕн округа пулăшнăшăн тата шаннăшăн республика ертÿлĕхне тав тăватпăр. Пĕрлехи тĕллев кăтартăвĕсене пурнăçлассипе ĕçлеме эпир хатĕр.
Депутатсен Муркаш округ Пухăвĕн ертÿçи Александр Иванов:
– Республика Пуçлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне çуллен тухакан Çырăвĕнче ял хуçалăх ĕçне пулăшас, çамрăксене яла явăçтарас тата çамрăк ăрăва воспитани парас пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатрĕ. Çак темăсем пирĕн округшăн уйрăм вырăнта, ăна валли комплекслă йышăну кирлĕ. Ял хуçалăхне пулăшасси – апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ кăна мар, пирĕн ялсен çирĕп аталанăвĕн никĕсĕ те. Çĕнĕ пулăшу мелĕсем ял хуçалăх предприятийĕсене выльăх-чĕрлĕхпе ÿсентăран отраслĕсен аталанăвĕнче пысăк тĕрев пулĕç, çакă пирĕн аграрисемпе фермерсемшĕн витĕмлĕ пулĕ. Яла çамрăксене явăçтарасси – пирĕн умра тăракан тĕп задачăсенчен пĕри. Ял пурнăçне çамрăксем активлă хутшăнмасан çутă пуласлăх патне пырасси иккĕлентернине эпир ăнланатпăр. Планра – çамрăксен пурнăç условине хăтлă тăвассин проекчĕсем, вăл шутра – канупа спорт объекчĕсем. Ку питĕ савăнтарать. Çамрăксене воспитани парасси те пирĕн тимлĕхе ыйтать. Эпир вĕсене валли пахалăхлă вĕренÿ илме, шайлашуллă ларутăрура аталанма услови туса пама тивĕçлĕ. Ачасене патриотла воспитани парассин программисене пурнăçлас тата ачасен пултарулăхне аталантарас тĕлĕшпе эпир вĕренÿ учрежденийĕсемпе тата ашшĕ-амăш комитечĕсемпе ĕçлĕ килĕшĕве вăйлатма палăртатпăр. Çыру пире малашне ĕçлеме хавхалантарать. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлассипе тата пирĕн граждансен пурнăç условийĕн пахалăхне лайăхлатассипе эпир республика влаçĕпе килĕштерсе ĕçлеме хатĕр.
Муркаш округĕн Общество палатин ертÿçи Владимир Ники тин:
– Эпĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Çырăвĕпе пысăк тимлĕхпе интересленсе паллашрăм. Унта çынсем хамăр республика тата яллă территорисен аталанăвне хутшăннин пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене хускатрĕç. Çак темăсем гражданла активлă обществăна йĕркелессинче тата пирĕн ялсене çирĕп аталантарассинче тĕпре тăраççĕ. Йышăну тăвас ĕçе граждансене явăçтарни тата вырăнти пуçарулăха аталантарни питĕ лайăх пулăм. Эпир Муркаш округĕнче активлă çынсем хутшăннипе шăпах та пирĕн ялсенчи пурнăç пахалăхне лайăхлатма май панине ăнланатпăр. Общество палати çак ĕçре тĕп рольте пулма – влаçпа халăх хушшинче калаçу ирттерме хирĕç мар. Вырăнти пуçарулăх проекчĕсене пурнăçлассипе ĕçлеме, вырăнти пуçарăва пулăшма эпир хатĕр. Çакă çынсене хăйсен ялĕнчи пуçарăва аталану шайне кăларма май парать. Çырура республикăри кашни сфера аталанăвĕ пирки тĕплĕ палăртнă. Вăл пире çĕнĕлĕхсем тума хавхалантарать, шанăç çуратать. Пĕрле пулсан эпир ĕçлеме те пурăнма та меллĕ услови тума пултаратпăр. Муркаш округĕн Общество палати республика влаçĕпе тата ыттисемпе тĕллеве пурнăçлама яланах хатĕр.
Август 2026 |
