– Чăваш Ен унччен вăйра тăнă наци проекчĕсене ăнăçлă пурнăçларĕ. Çĕннисене пурнăçлама тĕреклĕ утăмсемпе çирĕп никĕсрен тытăнать. 2020 – 2024 çулсенче регионти пĕтĕмĕшле продукци 1,8 хут ытла ÿснĕ. Республика бюджетĕнчи хамăр тупăш 2,1 хут ытла хăпарнă. Бюджета килекен укçа-тенкĕ калăпăшĕнче унăн тÿпи 58,8 процентран 68 процента çитнĕ. Çапла бюджетри кашни тенкĕрен 68 пусне хамăр ĕçлесе илнĕ.
Август 2026 |
