Республикăра Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕ пуçланчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 14.02.2025, 14:10 Просмотров: 186

Чăваш Республикинче Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкне официаллă уçрĕç. Чăваш Патшалăх филармонийĕнче иртнĕ торжествăлла мероприятие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи тыл ĕçченĕсем, ятарлă çар операцине хутшăнакансем, çарпа патриот класĕсенче вĕренекенсем, обществăлла деятельсем хутшăнчĕç.

Кăçалхи тĕп событи – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитни. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче Çĕнтерÿ туптанисене – фронтовиксене, тыл ĕçченĕсене, Ленинград блокадинче пурăннисене, вăрçă ачисене – эпир уйрăм тимлĕх уйăрăпăр. Стандартлă мероприятисене пурнăçланипе кăна çырлахмалла мар, кашни çын патне вырăна çитсе килмелле, вĕсем тимлĕхпе хÿтлĕхе туйма пултарччăр. Эпир кашни çын Аслă Çĕнтерĕве тÿпе хывнине хаклатпăр. Алăра пăшал тытса çĕршыва сыхлакансене паян – уйрăм тимлĕх. Вĕсем эпир пурăнма пултарар, аслă ăруран куçакан хамăрăн йăла-йĕркесемпе кăмăл-сипет пахалăхĕ çинче никĕсленсе ачасене воспитани пама пултарар тесе тăрăшаççĕ», – терĕ Чăваш Республикин пуçлăхĕ Олег Николаев. Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕнче кашнине тимлĕх пулĕ. Телее, пирĕн хушăра чĕрĕ-сывă пурăнакан фронтовиксем те пур. Иртнĕ синкерлĕх пирки эпир вĕсенчен тĕрĕссине ыйтса пĕлме, хастарлăхпа паттăрлăхшăн тав тума пултарăпăр. Çавăн пекех çак самантра пирĕн ентешсем ятарлă çар операци зонинче Тăван çĕршыва хÿтĕлени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир историе лайăх пĕлетпĕр. Раççей халăхне тăшман çĕнтереймĕ, вăл яланах пĕрлешсе пĕр вăй пулса çĕнтерÿçĕ пулнă, халĕ те çапла пулĕ.

Çĕршыва паян сыхлакансене те уйрăм тимлĕх. Регион ертÿçи СВОна хутшăнакансене – Руслан Валиева, Алексей Ростовцева – патшалăх наградисемпе чысларĕ. Çавăн пекех тыл ĕçченĕсем Олег Николаевран Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилей медалĕсене тивĕçрĕç. Палăртма кăмăллă, пирĕн ачасем çĕршыв паттăрĕсене пĕлччĕр, асра тытчăр, хисеплеччĕр тесе республикăра çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассипе пысăк ĕç туса ирттереççĕ. «ЮНАРМИЯ» юхăм аталанса пырать, юлашки 4 çул хушшинче кăна унта хутшăнакансем 1,5 хут нумайланса 17815 çынна çитрĕç. «Зарница», «Орленок» çарпа спорт вăййисене ирттерес йăлана упраса хăвартăмăр, «ВОИН» тата «Авангард» центрсем ĕçлеççĕ. Шырав пĕрлешĕвĕсем Аслă вăрçă пулнă, хÿтĕлев чиккисем тунă вырăнсене экспедицие тухса çÿреççĕ. Вăрçă ветеранĕсемпе инвалидсем, тыл ĕçченĕсем, блокадăра пулнисем валли социаллă пулăшу тÿлеме çулсерен 2,3 млрд тенкĕ уйăраççĕ, социаллă пулăшу 14 енпе пулса пырать. «Вăрçă ачисем» категорие çирĕплетнĕ регион Чăваш Ен кăна. Çак категорие 40 пин çын кĕрет. Регион ертÿçи вăрçă ачисене 5 пин тенкĕ чухлĕ пĕр хутченхи тÿлевпе тивĕçтерме палăртнă. Республика бюджетĕнчен ăна валли 218 млн тенкĕ уйăрĕç. Кăçал аслă юбилея халалласа питĕ нумай мероприяти иртĕ, йăлана кĕнисем, тĕслĕхрен, Çĕнтерÿ Парачĕ, истори астăвăмне çирĕплетекеннисем, куравсемпе премьерăсем, концерт программисем тата ыттисем. Шкул ачисем валли Чăваш Республикин Патшалăх архивĕнче тематика урокĕсемпе конкурссем, экскурсисем иртĕç. Çак мероприятисем йăлтах чун-чĕре ыйтнипе иртĕç. Ветерансен сăн-питĕнче – телей куççулĕ, çамрăксен хăпартлану туйăмĕ пултăр.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6