Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Категория: Общество Опубликовано: 14.02.2025, 14:01 Просмотров: 85

Сире пурне те Тăван районăмăр 81 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.

Муркаш районĕ мĕн йĕркеленнĕренпех республикăра ырă ятлисен шутĕнче. Çакă унăн маттур та пултаруллă ĕçченĕсем тăрăшнипе, вĕсем мал ĕмĕтлĕ пулнипе, кашни çын хăйĕн тивĕçне чун-чĕре хушнипе пурнăçланипе пулса пырать. Пирĕнтен кашниех Тăван çĕршыв кунран-кун пуянлантăр, вăйлантăр тесе тăрăшать. Пĕрле, пĕр шухăшлă пулса ĕçленĕрен ĕнтĕ иртнĕ çул нумай ĕç туса ирттертĕмĕр. Кашни отрасль йĕркеллĕ аталанчĕ. Çулсене, социаллă, вĕрентÿ, культура, сывлăхсыхлавĕн учрежденийĕсене юсарăмăр. Кăçал Раççейре Çĕршыва хÿтĕлекенĕн çулталăкĕ, Чăваш Республикинче Çĕнтерÿпе патриотлăх çулĕ шутланать. Малашне те Муркаш округĕ аталану çулĕпе кайтăр тесе хамăртан килнине пĕтĕмпех тăвасчĕ, пĕрле пĕр тĕллевпе вăй хурасчĕ. Ачасене те мĕн пĕчĕкрен тăван ене, Чăваш Республикине, Тăван çĕршывăмăра юратма вĕрентесчĕ.

Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, иксĕлми вăй-хал, телейлĕ вăрăм кун-çул сунатпăр.

Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов.

Депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн председателĕ Александр Иванов.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6