Çичĕ агрокласс çĕнелĕ

Категория: Общество Опубликовано: 14.02.2025, 13:57 Просмотров: 170

Чăваш Республикинчи шкулсенче юлашки çулсенче наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ачасене ял хуçалăх производстви валли хатĕрлес тĕллевпе агроклассем уçасси ырă йăлана кĕчĕ. Умри çĕнĕлĕхсем «Апат-çимĕçе хăрушсăрлăх технологийĕпе тивĕçтересси» наци проекчĕн шайĕнче 2025 çулта реализациленекен «АПК кадрĕсем» федераци проекчĕ пулăшнипе вăй илеççĕ. «Юлашки 2 çулта ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем пулăшнипе Чăваш Республикинче çĕнĕрен 130 агролаборатори ĕçлеме пуçларĕ. 2025 çулта 7 агрокласс вăтамран 5-шер млн тенкĕлĕх çĕнелĕ», – тенĕ Чăваш Республикин вице-премьерĕ, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Çав шутра çĕнĕ оборудованипе Муркашри вăтам шкула та тивĕçтерме пăхнă. Ку ĕç ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем проекта хутшăнса 10 процент пулăшу хывнипе çыхăннă. Пирĕн округра шкула тĕкĕ параканни – «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕ.

ЧР Ял хуçалăх министерстви.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6