Чăваш Республики Çĕнтерĕве пысăк тÿпе хывнă. Ăна арçынсем фронтра туптанă чухне хĕрарăмсемпе ватăсем, ачасем тылра çывхартнă. Вăрçă вăхăтĕнче республикăна 28 завод куçарса килнĕ. Кунта 15 эвакогоспиталь ĕçленĕ. Пирĕн тăрăха 70 пин ытла çын пурăнма килнĕ, вăл шутра – 30 пин ытла ача. Пирĕн республика фронта пĕр вĕçĕм çăкăр, пахча çимĕç, çĕр улми, аш-какай, çу парса тăнă. Сахал мар хĕç-пăшал ăсатнă. Раççей Президенчĕн Указĕпе 2021 çулхи майăн 20-мĕшĕнче Шупашкар хули «Ĕç паттăрлăхĕн хули» ята тивĕçрĕ. Шупашкарта февралĕн 13 – 14-мĕшĕсенче «Çĕнтерÿ пуйăсĕ» пулать. Вагонсенчи экспозицисем пирĕн халăхăн вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхĕ çинчен каласа параççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсене ялан асра тытмалла, вĕсемпе çамрăк ăрăва паллаштармалла.
Август 2026 |
