«Физкультурăпа спорт аталанăвĕ» патшалăх программи шайĕнче Муркаш округĕн спортсменĕсем Шупашкарта иртнĕ бокс енĕпе 81-мĕш чемпионатра спортăн çак енĕпе Чăваш Республикинче мала тухассишĕн вăй виçрĕç. Ăмăрту январĕн 27 – 31-мĕшĕсенче пулчĕ. Муркаш округĕн чысне «Сывлăх» спорт шкулĕн бокс уйрăмĕн 10 воспитанникĕ хÿтĕлерĕ. Яланхи пекех муркашсен кăтартăвĕ çÿллĕ шайра пулчĕ.
Çитĕнÿ пухмачне вĕсем 5 ылтăн, 2 кĕмĕл тата 2 бронза медаль илсе килчĕç. Ăмăртура регионти 5 хулари тата 11 муниципалитет округĕнчи 229 боксер вăй виçнине шутласан, муркашсен çитĕнĕвĕ çÿллĕ шайра пулни курăнчĕ. Алексей Алексеев 1-мĕш вырăнта пулчĕ. Вăл – юниорсен ушкăнĕнчи (2007 – 2008 çулсем) чи лайăх боксер. Çавăн пекех 1-мĕш вырăнта – Артем Алексеев, Серафим Хораськин, Валера Иванов, Влада Громова, 2-мĕш вырăнта – Софья Иванова тата Евгения Иванова, 3-мĕш вырăнта – Давид Бычков, Вадим Алексеев.
«Ăмăртăва йĕркеленĕшĕн, ăна çÿллĕ шайра ирттернĕшĕн Чăваш Республикинчи Бокс федерацине, Чăваш Ен Спорт министерствине, хăнасене, тренерсемпе судьясене тав тăватпăр. Спортсменсемпе тренерсене ăшшăн кĕтсе илчĕç, ăмăрту лайăх иртрĕ», – çапла палăртать бокс тренерĕ Николай Багдасарян.
Август 2026 |
