Шурчасен çитĕнĕвĕ

Категория: Общество Опубликовано: 07.02.2025, 13:16 Просмотров: 100

Январĕн 30-мĕшĕнче Шупашкар хулинче мас- рестлинг ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта 12 – 13, 14 – 15 тата 16 – 17 çулсенчи хĕрсемпе каччăсем вăй виçрĕç. Ăмăрту «Спартак» спорт комплексĕнче иртрĕ. Унта Шурча шкулĕн вĕренекенĕсем те хутшăнчĕç. Физкультура учителĕ Олимпиада Бардасова ертсе пыракан команда шутĕнче çаксем пулчĕç: Дарья Дмитриева, Яков Борзаев, Евгений Тюрин, Анастасия Иванова, Владимир Пискарев. Пĕтĕмпе вара ăмăртăва республикăри 20 ытла команда хутшăнчĕ, 300 яхăн хĕрпе каччă вăй виçрĕ. Шурчасен çитĕнĕвĕсем лайăх пулчĕç. 14 – 15 çулсенчи хĕрсем хушшинче Анастасия Иванова 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ, Дарья Дмитриева – 3-мĕш. Яшсем те çитĕнÿллĕн ăмăртрĕç. Çак ÿсĕмри каччăсем хушшинчи ăмăртура Евгений Тюрин – 3-мĕш, Яков Борзаев тата Владимир Пискарев вунă лайăх ăмăртуçă йышне кĕчĕç. Спортсменсене лайăх кăтартусемшĕн саламлатпăр, малашне те вĕсене спортра та, вĕренÿре те ăнăçу сунатпăр. Çакна та палăртса хăвармалла, иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Шурча команди мас-рестлингпа республикăри лайăх вунă команда йышне кĕчĕ, спортăн çак тĕсĕпе аталанмалли хатĕр туянма сертификата тивĕçрĕ.

Яков Борзаев . Шурча шкулĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6