«Ĕнесене киле пырсах пĕтĕлентеретпĕр»

Категория: Общество Опубликовано: 07.02.2025, 10:07 Просмотров: 89

Паян харпăр хăй туса илнĕ продукцин пахалăхĕ тĕп вырăна тухнăран çĕршыв экономикинчи йывăрлăхсене пĕрле çĕнме килти хушма хуçалăхра ытларах выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетесси вăй илчĕ. Ку çулпа пыраканăн килте туса илнĕ выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ те яланах алă айĕнче. Çак çул çăмăл маррине ялта пурăнакан лайăх ăнланать. Анчах та вăл йывăрлăхсем умĕнче алă усмасть, хăйĕн килти хушма хуçалăхне аталантарас ĕçре патшалăх пулăшăвĕпе ытлă-çитлĕ усă курма тăрăшать.

Вăхăт çур хĕлтен иртнĕ май килти хушма хуçалăхсенче паян ĕнесем пăруласси, çавăнпа пĕрлех вĕсене çитес тапхăр валли пĕтĕлентерсе хăварасси малти вырăна тухать. Халĕ эпир ытларах иккĕмĕш ыйту çинче чарăнса тăрăпăр. Ăна валли хамăр тĕпеле муниципалитет округĕнчи выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ертсе пыракан выльăх тухтăрне Геннадий СПАСКИНА чĕнтĕмĕр. Халĕ ăна сăмах:

– Çуркунне çывхарнă май килти хушма хуçалăхра ĕне тытаканăн черетлĕ яваплă вăхăчĕ çитет – пăруланă ĕнесене вăхăтра пĕтĕлентерсе хăварасси. Муниципалитетокругĕн хăш-пĕр территори пайĕсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем çукран ял çынни умне килти хушма хуçалăхри ĕнене искусствăлла майпа пĕтĕлентерес ыйту çивĕччĕн тухса тăрать. Çакна эпир пурте ăнланатпăр. Çавăнпа та ял çыннисемпе ирттерекен тĕл пулусенче ĕне усракансене ку ыйтупа сахал мар канаш-сĕнÿ паратпăр. Паян хаçат страницинче пире çак мелпе усă курма май панишĕн сире пысăк тав тăватăп. Малашлăха пăхакан ял çынни хăйĕн килти хушма хуçалăхĕнче темиçешер ĕне тытни çынсене тĕлĕнтерми пулчĕ ĕнтĕ. Çавăнпа ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерес ыйту та ялсенче çивĕчленчĕ. Паян пирĕн муниципалитет округĕнче ĕнесене киле тухса пĕтĕлентерекен уйрăм специалистсем ĕçлеççĕ. Вĕсем пирки выльăх чирĕсемпе кĕрешекен Муркашри станцине 62-0-83 телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать. Вĕсемсĕр пуçне ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессипе Çатракассипе Турай тата Юнкă ветеринари участокĕсем ăнăçлă тăрăшаççĕ. Вĕсенче паян опытлă специалистсем вăй хураççĕ: Çатракассинче – Эльвира Любимова (68-7-22), Турайĕнче – Татьяна Ухварина (64-2-19), Юнкăра – Лариса Капирова (69-7-05). Асăннă специалистсем ял çыннисене кулленех йышăнма тата вĕсем патне тухма хатĕр. Выльăх тухтăрне ял çынни хăйĕн автомашинипе илсе каять пулсан, ĕнесене ирпе тата каçпа пĕтĕлентернин хакĕ – 1500 тенкĕ. Специалист вырăна ветеринари службин автомашинипе тухсан, пĕтĕлентерÿ хакĕ вăтамран 2000 тенкĕ пулать. 20 кунтан ĕнене тепре пĕтĕлентернĕ чухне ял çыннин вăрлăх хакне çеç тÿлеме тивет. Ĕнене пĕтĕлентерме ют çынсене явăçтарни выльăхсем хушшинче ерекен чирсене сарас хăрушлăха ÿстерни пирки те манмалли çук. Вĕсем чылай чухне официаллă регистрациленмесĕр ĕçлеççĕ, вăрлăха ăçтан туянни те уççăн паллă мар. Муркаш муниципалитет округĕнчи выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци ĕнесене пĕтĕлентермелли вăрлăха «Чувашское» уç . акционер обществинчен туянать. Кунта унăн пахалăхĕ пирки пачах иккĕленÿ çук. Юлашки çулсенче хамăр округра ытти выльăх-чĕрлĕхпе пĕрлех ĕнесене маркăлассипе те анлă ĕç туса ирттеретпĕр. Ку ĕçĕн яваплăхĕ пысăк. Маркăламан выльăх-чĕрлĕхе ял çыннисем сутаймаççĕ те, туянаймаççĕ те, вĕсенчен илнĕ продукцие те хăйсене кирлĕ вăхăтра вырăнлă реализацилеймеççĕ. Ĕнесене пĕтĕлентересси пирки калаçас пулсан, ĕçсене пысăк пахалăхлă пурнăçлама выльăх тухтăрĕсен пур хатĕр те çителĕклĕ. Çак ĕçре пирĕн опыт пысăк пулнăран ял çыннисем выльăх тухтăрĕсемпе пĕр чĕлхе тупни тĕлĕнтермест. Ку ĕçе малашне те тĕллевлĕ пурнăçласан тата унпа ĕçлекенсем алă усмасан, искусствăлла майпа пĕтĕлентерессипе килти хушма хуçалăхсенчи пур ĕнепе тынасене те çавăрса илме пултарăпăр. Иртнĕ çул çеç пирĕн округри ял çыннисем хăйсем килти хушма хуçалăхра тытакан ĕнесен ытларах пайне патшалăх ветеринари службин специалисчĕсем тата ку ыйтупа ĕçлекен индивидуаллă предпринимательсем тăрăшнипеискусствăлла майпа пĕтĕлентерме пултарчĕç. Çакă хамăрăн муниципалитет округĕшĕн пысăк ĕç пулнине палăртас килет, ял çыннисем пире ăнланнине кура вăл малашне те тивĕçлĕ шайра сыхланса юласса шанатăп. Ялта пурăнакансем хушшинчеĕнесене искусствăлла майпапĕтĕлентерни вăкăрсемпе пĕтĕлентернинчен мĕнпе уйрăлса тăрать тесе кăсăкланакансем те çав-çавах пур-ха. Çак ыйту çине çăмăлттайла пăхакансем ĕнесене чирлĕ вăкăрсемпе пĕтĕлентерсе арçыхăнăвĕ урлă сарăлакан чирсене çул панине, кайран килти хушма хуçалăх тытакансем чирленĕ ĕнесене сыватас тĕлĕшпе хушма тăкак тÿснине эпир куратпăр. Ку вăл пулас пăрăвăн сывлăхĕпе аталанăвĕ çине те пысăк витĕм кÿрет. Çав вăхăтрах ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессин тĕллевĕ кашни ĕнене пăруланă хыççăнхи пĕрремĕш уйăхрах тухăçлă пĕтĕлентерсе хăварасси, ĕнесем хĕсĕр юласран сыхланасси пулса тăрать. Практика çирĕплетнĕ тăрăх ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерсен обществăлла секторта та, килти хушма хуçалăхра та пăру илессипе кăтартусем палăрмаллах айăхланаççĕ. Кун пек чух селекципе ăратлăх ĕçĕ çÿллĕ шайра сыхланса юлать. Апла пулсан выльăхсен паха енĕсене малалла аталантарма та çул уçăлать. Час-часах ялта пурăнакансем ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме мĕнле вăрлăхпа усă курнипе кăсăкланнăран çакна калатăп. Ял çыннисен ĕнисене киле тухса искусствăлла майпа пĕтĕлентерме эпир хура-шурă е хĕрлĕ-шурă ăратлă вăкăрсен вăрлăхĕпе усă куратпăр. Тĕрĕсленĕ вăрлăха ăратлăхпа ĕçлекен «Чувашское» уç . акционер обществинчен туянатпăр. Çавăнпа та ун тĕлĕшпе никамăн та иккĕленÿ пулма кирлĕ мар тесе шутлатăп.

Пĕрлехи ĕç пуриншĕн те усăллă пултăр, вăл ĕмĕтсене туллин пурнăçа кĕртме, выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă аталантарма пулăшса пытăр. Ку вăл – пирĕн пĕрлехи тĕллев.

Анатолий БЕЛОВ калаçнă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6