Мухтанатăп санпа, Муркаш ен!

Категория: Общество Опубликовано: 07.02.2025, 09:32 Просмотров: 132

Муркашсем – ĕçчен,

маттур çынсем,

Атăл çумĕнчи ыр чăвашсем!

Пит илемлĕ кунти вырăнсем,

Киленеç курса пур хăнасем!

Хумханаç çуллен тыр пуссисем,

Хĕвелпе пиçсе саралнисем.

Улăхра çÿреç кĕтĕвĕсем:

Сурăхĕ, ĕни – ăратлисем!

Çĕкленеç епле капмар çуртсем,

«Çуралаççĕ» çĕнĕ çемьесем.

Тĕнчене килеç «çĕн кайăксем»

Йăх-тымарĕ типмĕ, чăвашсем!

Юрă-ташăра та пит хастар,

Кăмăллаç спорта та муркашсем!

Мухтансах калатăп, пит патвар,

Пур енпе те ырă чăвашсем!

Çĕр ĕçне хаклан Тăван ене,

Эп савса хаклатăп ачаран.

Хам çуралнă çак Чăваш çĕрне,

Ыр малашлăх çеç сунап чунран!

Игорь МАЙКОВ.

Кашмаш ялĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6