Унăн юрри-кĕввине халăх кăмăллать

Категория: Общество Опубликовано: 07.02.2025, 09:30 Просмотров: 206

Виталий Романов педагог, композитор ятне асăнсан куç умне юрă-кĕвĕре пултаруллă сцена ăсти, хастар педагог тухать. Унăн тарăн пĕлтерĕшлĕ юрри-кĕввине халăх кăмăлласа йышăнать.

Вăл Муркаш шкулĕнчен вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытнă. Унăн амăшĕ те педагог пулнă, профессие суйлассинче витĕмĕ пулнах ĕнтĕ. Алла диплом илсен 1982 çулта Виталий Романовăн ĕç ĕмĕрĕ сакăр класлă Сыпай шкулĕнче пуçланнă. Унта вăл ачасене музыкăна вĕрентнĕ, çав хушăрах ăна Ярапайкасси шкулĕнче директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма шаннă. Виталий Анатольевич шкулта кăна мар, культура ĕçĕнче те тăрăшма вăхăт çитернĕ. Тин кăна вĕренсе тухнă çамрăк специалиста Ярапайкассинчи Культура çуртĕнче те кĕтнĕ. Унта ăна «Екрем» ансамблĕн художество пултарулăхĕн ертÿçи пулма тата ачасен «Ярапа» фольклор ансамбльне ертсе пыма шаннă. Вăхăтне ăçтан çитернĕ пулĕ вăл пур ĕçре тăрăшма. Ĕç çумне ĕç хушăнсах пынă, 1985 çулта вăл Ярапайкасси шкулĕнче те ачасене музыкăна вĕрентме пуçланă. Çапла юратнă ĕçре Виталий Романов 2022 çулччен тăрăшнă, педагогикăра пĕтĕмпе 40 çул тимленĕ. Культура ĕçĕнчен вара уйрăлман-ха. Пĕр харăсах тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ пулин те, Виталий Анатольевич хăйне пур енлĕ аталантарма тăрăшнă. Вăл чăваш халăх юррисене пухассипе чылай тимленĕ. В. Романов – 200 ытла юрă авторĕ, юрăсен 5 пуххине кăларнă: «Юрату утравĕ», «Екрем юррисем», «Аса илÿ тĕнчине эпĕ килтĕм», «Ĕмĕт хунавĕ» тата магнитоальбом. Унăн ĕçĕ юрă-кĕвĕре курăнать. Юррисене чăваш эстрада артисчĕсем сцена çине кăлараççĕ, халăх пултарулăх ушкăнĕсем те унăн юррисене хăйсен репертуарне кĕртеççĕ. Вăл «Екрем» тата «Орин ен» ушкăнсен художество пултарулăх ертÿçи пулнă май, пĕрре кăна мар пĕтĕм Раççей, республика конкурсĕсемпе фестивалĕсенче, районти смотрсенче çĕнтерÿçĕ йышне кĕнĕ. Ĕçне кура – хисепĕ. Пултарулăха кура ăна тĕрлĕ наградăпа чысланă, Хисеп грамотипе диплом йышлă. Вăл – Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикинчи композиторсен ассоциацийĕн пайташĕ, Чăваш Енти Наукăпа искусство халăх академийĕн пайташĕ. Аслисен ĕçĕ çамрăк ăрăва куçни те кăмăллă. Учительсен династине халĕ Сергей Романов малалла тăсать. Вăл ашшĕн ĕçне курса унăн çулĕпе кайнă, музыка енĕпе педагогика пĕлĕвĕ илнĕ. Халĕ округри «Радуга» ача садĕнче ĕçлет. Виталий Романовăн тăрăшулăхне ертÿçĕсем кăçал та асăрхамасăр хăварман. Яллăвырăнсенчи муниципалитет культура учрежденийĕсене тата вĕсенчи чи лайăх ĕçченсене палăртассипе конкурс суйлавĕ пулчĕ кăçал. Ăна тĕрлĕ номинаципе пĕтĕмлетрĕç. Çак конкурса «Екрем» халăх фольклор ансамблĕн художество пултарулăх ертÿçи тата ветерансен «Оринен» халăх хорĕн художество пултарулăх ертÿçи Виталий Романов «Ялти Культура çурчĕн чи лайăх ĕçченĕ» конкурсра çĕнтернине пĕлтĕмĕр.

Саламлатпăр ăна çак ятпа, малашне те ăна юратнă ĕç хавхалантарса тăтăр.

Роза МАКАРОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6