Мăшăр çамрăк ăрăва вĕрентессишĕн тăрăшать

Категория: Общество Опубликовано: 07.02.2025, 09:25 Просмотров: 132

Сăн ÿкерчĕкре Йÿçкасси шкулĕн педагогĕсене Ирина Арсентьевнăпа Юрий Семенович Яковлевсене куратăр. Пысăк ăсталăх пухнă вĕрентекенсем çак сферăра чылай çул тăрăшаççĕ.

Юрий Семенович Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчиют чĕлхесен факультетĕнчен вĕренсе тухсан 1982 çулта Йÿçкасси шкулне ĕçлеме килнĕ. Çав вăхăтранпа вăл çак шкулта тăрăшать. Малтанах ачасене акăлчан чĕлхи вĕрентнĕ, пултарулăхне кура ăна тепĕр ултă çултан Йÿçкасси шкулне ертсе пыма шаннă. Çак тивĕçе ертÿçĕ халĕ те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Юрий Семенович – аслă категориллĕ вĕрентекен, çамрăк учительсен наставникĕ. Шкулта ачасене тарăнрах пĕлÿ илме, вĕсене пур енлĕ аталантарма май туса парассинче директорăн тÿпи пысăк. 1998 çулта ăна «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассин хисеплĕ ĕçченĕ» сумлă паллăпа чысланă. Хисеплĕ педагога Йÿçкасси тăрăхĕнче пурăнакансем депутатсен

Муркаш Пухăвĕн депутатне пĕрре мар суйланă. Юрий Семенович вырăнти мероприятисене активлă хутшăнать, ачасемпе кăна мар, аслисемпе те ĕçлет. Ирина Арсентьевна вара ачасене музыка предметне вĕрентет. Юрра-кĕвве ачаллах кăмăлланăскер 1998 çулта Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен «Преподаватель по классу – аккордеон» специальноçа алла илсе тухнă. Çамрăк учитель çав çулхинех Йÿçкасси шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. 2002 çулта вара вырăнти ача садĕнчи шăпăрлансене те юркĕвĕ вĕрентме тытăннă. Пĕчĕкскерсем хăйсен музыка ертÿçине кăмăллаççĕ. Пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекенĕн ĕç ăсталăхĕ пысăк. Вăл юрă-кĕвĕ туртăмĕ пур ачасене тупса палăртассипе, вĕсенче професси пахалăхне аталантарассипе чылай тăрăшать тата вĕренекенсене тĕрлĕ конкурспа фестивальсене хутшăнма хатĕрлет. Тăрăшни ахаль мар, тунă çитĕнÿсем ачасене те, вĕрентекене те савăнтараççĕ, малашне татах та ытларах ĕçлеме хавхалантараççĕ. Унăн вĕренекенĕсем – «Песенка» вокал пĕрлешĕвне çÿрекенсем – республика, пĕтĕм Раççей, Халăхсем хушшинчи вокал конкурсĕсен лауреачĕсем. Иртнĕ çул республикăри Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявне халалланă «Лучшие на селе – 2024» конкурсра Ирина Арсентьевнăн вĕренекенĕсем 1-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Ертÿçĕ тăрăшнипе, ачасем хавхаланса вĕреннипе тунă ÿсĕм сахал мар. Ĕçне кура – хисепĕ. Пултаруллă вĕрентекене çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн, чылай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин Хисеп грамотине парса чысланă.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6