Маларах Иван Кочанов хăй те Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче вĕреннĕччĕ, хальхи ачасем пекех çакăнти шкул партти хушшинче ларнăччĕ. Акă халĕ вăл – çĕршыв хÿтĕлевçи, паянхи вĕренекенсене хăй Тăван çĕршыва юратмалли, ăна хÿтĕлемелли пирки каласа кăтартрĕ.
«Эпĕ мар пулсан, кам хÿтĕлĕ çĕршыва?» текен чĕнÿ ăна инçет çула илсе тухнă. Хастар салтак 2022 çулхи мартăн 16-мĕшĕнченпе ятарлă çар операцине хутшăнать. Нумаях пулмасть вара вăл черетлĕ отпуска килчĕ. Тăван шкула çитсе килмесĕр пултараймарĕ, паллах. Кунта ăна вĕрентнĕ учительсем ĕçлеççĕ, тăван шкул стенисем – çаксем ăна ачалăх çулĕсене илсе çитерчĕç. Иван Кочанов – сăпайлă салтак. Тĕл пулура вăл хăй пирки ытлах сăмах вакламарĕ, çарти юлташĕсем çинчен, пурте çĕнтерĕве кĕтни тата уншăн тăрăшни çинчен каларĕ. Вăл çар задачине лайăх ăнланать, кашни салтак Тăван çĕршывшăн тăма хатĕр пулмалла. Çавăн пек тĕллевпе паян кашни салтак фронтра Раççей халăхне хÿтĕленине пĕлтерчĕ. Çĕршыв хÿтĕлевçин вара спортра пиçĕхнĕ çирĕп çын пулмалла. Çакăн пек самантсем çинче чарăнчĕ вăл. Йăлана кĕнĕ тăрăх, тĕл пулăва хутшăнакансем пĕрле тăрса сăн ÿкерĕнчĕç. Иван Кочанов хăюллă салтак пулнине те пĕлчĕç ачасем. Çапăçура хастарлăх кăтартнăшăн ăна Жуков медалĕпе, «Çапăçура палăрнăшăн» медальпе, «Хăюлăхшăн» медальпе, çавăн пекех кăкăр çине çакмалли «Паттăрлăхшăн» паллăпа чысланă.
Роза МАКАРОВА.
Август 2026 |
