Муркаш район прокуратури Челябинск облаçĕнчи арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе çирĕплетнĕ. 43 çулти çын наркотик хатĕрне пысăк виçепе сутнине тата вăл преступлени тунине çирĕплетме сăлтав çителĕклĕ. Арçын РФ УК 228.1 статьян 4 пайĕнчи «а» пунктĕнче тата 20 статьян 3 пайĕнче палăртнă йĕркесене (покушение на незаконный сбыт наркотического средства в крупном размере с использованием сети «Интернет», группой лиц по предварительному сговору) пăсса преступлени тунă. Суд çапла палăртнă. Арçын «Интернет» сечĕпе усă курса паллă мар çынсемпе çыхăнăва кĕнĕ, пысăк виçеллĕ наркотик хатĕрĕпе суту-илÿ тăвасси пирки калаçса татăлнă. Ăна сутуçă укçан хавхалантарма шантарнă. Çавна май унăн малашнехи сутлăх валли Мускав облаçĕнчи условлă пĕр вырăнтан наркотик илсе тухмалла пулнă. Иртнĕ çул март уйăхĕнче «Мускав – Ĕпхÿ» М-7 автотрасса çинче Çармăçкасси ялĕ патĕнче унăн МитсубусиМонтеро автомашинине полици сотрудникĕсем тытса чарнă. Машина багажникĕнче 1,5 кг яхăн «гашиш» пулнă, ăна пĕчĕк чĕркемсем тунă. Ку пысăк виçе шутланать. Суд следствийĕ вăхăтĕнче арçын хăйĕн айăпне йышăнман, апла пулин те вăл айăплă пулнине çирĕплетнĕ. Суд патшалăх айăплавçин пĕтĕмлетĕвне шута илсе çак арçынна 10 çуллăх ирĕкрен хăтарма йышăннă, ку вăхăта вăл çирĕп режимлă юсану колонийĕнче ирттерĕ. Çавăн пекех преступлени тунă автомашинăна суд приговорĕпе патшалăх шутне конфискациленĕ.
Алексей Гала хов , Муркаш район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.
Август 2026 |
