Ветерансене юбилей медалĕпе чысларĕç

Категория: Общество Опубликовано: 07.02.2025, 08:57 Просмотров: 99

Кăçал Раççей халăхĕшĕн питех те паллă çул, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине паллă тăватпăр. Муркаш тăрăхĕнчен фронта 9845 çын тухса кайнă, 5491-шĕ кăна тăван тăрăха каялла таврăннă. Паян пирĕн хушăра вĕсенчен 2 фронтовик кăна пурăнать: Катькас тăрăхĕнчи Анаткасри Василий Григорьев тата Муркашри Николай Алексеев. Çак кунсенче ветерансем Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейлă 80 çул медальне, асăнмалăх парнепе чечек çыххине тивĕçрĕç.

Василий Григорьев халĕ 99 çулта, вăрçă ветеранĕ иртнĕ синкерлĕ çулсене йăлтах астăвать. 1943 çулта октябрь уйăхĕнче 16 çул çурăри каччă çар ретне тăнă. Инçет Хĕвелтухăçĕнче вĕренÿре пулнă, хыççăн яппун салтакĕсемпе вăрçа кĕнĕ. Маньчжурири çапăçура йывăр аманнă. Киле 1951 çулта таврăннă, мирлĕ ĕçре тăрăшнă. Василий Григорьевичăн 2 ача, 7 мăнук. Ветерана Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ Александр Степанов, округ пуçлăхĕ Алексей Матросов, депутатсен  Пухăвĕн ертÿçи, «Единая Россия» политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Александр Иванов, «Моргаушская» чăх-чĕп Фабрикин ертÿçи Владимир Малов депутат саламларĕç. Çавăн пекех округ ертÿлĕхĕ тата Муркаш территори пайĕн ертÿçи Алексей Кириллов Николай Алексеев ветерана саламларĕç. 99 çулти Николай Гаврилович хăнасемпе вăрçă çулĕсене аса илчĕ. Вăрçă пуçланнă чухне вăл тылра ыттисемпе окоп чавнă, 1943 çулта çар ретне тăнă. Тепĕр икĕ çултан рядовой салтак яппунсемпе çапăçăва кĕнĕ. 1950 çулта майăн 9-мĕшĕнче Николай киле таврăннă, инçетри тăрăхра 2 çул водительте ĕçленĕ хыççăн ĕç ĕмĕрне тăван Муркашра ирттернĕ. Николай Гавриловичăн 4 ача, 4 мăнук тата 4 кĕçĕн мăнук.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6