Аслă ăрурисем «хĕрлĕ автан» пирки ытарлă та асăрхаттарса каланă сăмахсем халăхра сахал мар. Вĕсем кашниех пирĕнтен тимлĕх ыйтаççĕ, анчах... Кил-çуртри е ытти вырăнти пушар нумай чухне çынсем унран сыхланмалли правилăсене пăхăнманнинчен е вĕсене сĕмсĕррĕн пăснинчен вăй илни куç умне пулать. Çапла вара кĕске самантра миллионшар тенкĕлĕх пурлăх кĕлленме пултарать. Ирĕке кайнă çулăмра çынсем пиçсе каяççĕ е, татах та хăрушăрах, вĕсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Патшалăх пушар надзорĕн Муркашри уйрăмĕн пуçлăхĕпе Алексей СОРОКИНпа вут-кăвар тухассипе хамăр округри пĕлтĕрхи тата кăçалхи кăтартусене тишкертĕмĕр. Малалла Алексей Юрьевича сăмах паратпăр:
– Калаçăва чĕннĕшĕн тавах. Пушар хăрушсăрлăхĕ халăхшăн яланах тĕп вырăнта пулнă. Мĕншĕн тесен эпĕ пушар хăрушсăрлăхĕ халăхăн пĕрлехи ĕçĕ пулса тăрать тесе шутлатăп. Иртнĕ çулталăкри пĕтĕмĕшле лару-тăру пирĕн ума çакнашкал ÿкерчĕк кăларчĕ: 2024 çулта муниципалитет округĕнче пĕтĕмпе 50 пушар регистрацилерĕмĕр. Хисеппе пăхсан ку кăтарту унчченхи çулхинчен 11 тĕслĕх сахалрах. Анчах ирĕке кайнă вут-çулăм кÿнĕ çухату палăрмаллах пĕчĕк. Миллионшар тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнипе пĕрлех вут-çулăм тыткăнĕнче 3 çыннăн (виçĕм çул 8 çыннăн) пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Çулăмпа пиçсе кайнисем 1 çын (4) пулчĕç. Мĕнре-ха иртнĕ çулхи пушарсен сăлтавĕсем, вĕсене пĕтĕмлетсе ял çыннисен мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмалла? Пушар – паянхи пулăм мар. Вăл кун йĕркинче яланах çивĕч тăрать. «Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» Федераци Саккунĕ пирĕн ума лартакан тĕп задачăсем пушар тухассинчен сыхланассине йĕркелесси тата «хĕрлĕ автана» вăхăтра сÿнтересси пулса тăраççĕ. Куратăр пулĕ, халăха пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси патшалăхăн тĕп ĕçĕсенчен пĕри шутланать. Пушар хăрушсăрлăхне кун йĕркинче тытас ыйту территори пайĕсен чиккисенче муниципалитет округĕн нормативлă акчĕсемпе пулса пырать. Кунта пушар хуралне тытасси тата унăн ĕçне йĕркелесси, халăха çак ĕçе активлă явăçтарасси, вырăнта пурăнакансене пушар хăрушсăрлăхĕпе пĕлтерсе-ăнлантарса тăрасси, пушарсене сÿнтересси тата аварипе çăлав ĕçĕсене вăхăтра туса ирттересси кĕрет. Пурте куратпăр, пушар хăрушсăрлăхĕ – хамăр алăра. Уншăн паян кашниех яваплă. Пĕтĕмлетÿ: лăпкă пурнăç пурсăмăр та пĕр тĕллевлĕ пулса тăнинчен пуçланать.
Сăлтавĕсем пирки калас пулсан инкексене тĕпчесе пĕтĕмлетнĕ хыççăн ума çакнашкал ÿкерчĕк тухать. «Хĕрлĕ автан», тĕпрен илсен, çынсем уçă çулăмпа асăрханусăр пулнипе, электрооборудованипе усă курас правилăсене пăснипе, çут çанталăк газĕпе асăрханусăр пулнипе вăй илнĕ.
Пушарсен ытларах пайĕ килти хушма хуçалăхра тухни ял çыннинчен кил-çуртра уйрăмах тимлĕ пулма ыйтать. Пĕлтĕр маларах асăннă сăлтавсемпе граждансен 41 кил хуçалăхне, 6 хутчен типĕ курăка, 2 хутчен транспорт хатĕрĕсене, 1 тĕслĕхре хуçасăр çурт-йĕре «хĕрлĕ автан» хăй ытамне илнĕ. Муниципалитет округĕнче пушар тухаслăх çулленех пысăккине кура эпир профилактика ĕçне тăтăш вăйлатса пыма тăрăшатпăр. Çак тĕллевпе тăтăшах ĕç коллективĕсене, шкулсене, клубсемпе Культура çурчĕсене, суту-илÿ вырăнĕсене тухса çÿретпĕр, округри хаçатпа тачă çыхăну тытатпăр. Паянхи калаçăва вулакансем те пирĕн ĕçе тивĕçлĕ пĕтĕмлетессе шанатăп.
Сисĕнмесĕрех 2025 çулхи кăрлач уйăхĕ вĕçленсе пырать. Иртнĕ çул муниципалитет округĕнче пушар тухаслăх унччехи çулхисенчен пĕчĕкленчĕ пулин те, кăçал «хĕрлĕ автан» хăрушлăхне курма ĕлкĕртĕмĕр те ĕнтĕ. Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсенче пурĕ 4 пушар алхасрĕ.
Инкексем пирки вăхăтра пĕлтернипе тата çăлавçăсем вырăна çийĕнчех çитнипе нихăш пушарне те анлă вăй илме памарăмăр. Тĕслĕхрен, Уйкас Хачăкри мунчара кăрлачăн 5-мĕшĕнче пушар вăй илни пирки вăхăтра пĕлтернĕрен çăлавçăсем вăхăтра çитнипе инкеке вăй илсе сарăлма паман. Кăрлачăн 10-мĕшĕнче Муркашри Октябре 50 çул урамри çÿп-çап контейнерне иленнĕ «хĕрлĕ автана» та çăлавçăсем вăхăтра çăварлăхларĕç. Кăрлачăн 12-мĕшĕнче Тренккăри мунчана иленнĕ çулăма та Мăн Сĕнтĕртен вăхăтра çитнĕ çăлавçăсем вăхăтра çăварлăхларĕç. Кăрлачăн 22-мĕшĕнче электропроводка юсавсăррипе «Оринино» пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн Патаккассинчи сĕт ферминчи йăла пÿлĕмĕнче çулăм тухрĕ. Çăлавçăсем вырăна вăхăтра çитни çеç пысăк инкеке сирсе яма пулăшрĕ.
Кăçал пулса иртнĕ тĕслĕхсем кашнинех шухăшлаттарма тивĕç тесе шутлатăп.
Анатолий БЕЛОВ калаçнă
Август 2026 |
