Им-çам савăчĕсене пуçтарăр

Категория: Общество Опубликовано: 31.01.2025, 08:33 Просмотров: 16

«Россельхозцентр» ФГБУн Чăваш Республикинчи филиалĕ республикăри хресчене уй-хир ĕçĕнче усă курнă пестицид савăчĕсене тата им-çам тытнă канистрсене хăрушсăрлăха пăхăнса пуçтарма чĕнсе калать. Çакă ахальтен мар. Паян республикăри уй-хир ĕçченĕ тырă-пулă тупăшне ÿстерме, акса-лартса ÿстернĕ культурăсене тухăçлă туса илме тата çут çанталăк условийĕсемпе тĕрлĕ сăтăрçă кÿрекен çухатусенчен асăрханма çĕр ĕçĕнче тĕрлĕ им-çампа усă курать.

Кирлĕ им-çампа вăхăтлă усă курнине хирĕçлеместпĕр-ха, анчах çав им-çам упраннă савăтсемпе пакетсем час-часах уй-хирте, улăх-çаранта, пахча хыçĕнче е çырмара йăваланса выртни нумай çыншăн ыйту çуратать. Вĕсемпе усă кураканăн çав савăтсене саккун ыйтнă пек пуçтарма йывăр-ши? Тĕрĕссипе каласан ку ыйту кун йĕркинче пулмалла та мар. Мĕншĕн тесен вĕсемпе усă куракан çĕр ĕçченĕн çийĕнчех им-çам савăчĕсене тата вĕсене михĕсене çийĕнчех пухассипе, кирлĕ вырăна илсе тухассипе тата утилизацилессипе ĕçлекен лицензиллĕ организацисене вăхăтра çитерсе памалла, анчах...

– Пĕрлешÿллĕ кооперативсенчи е килти хушма хуçалăхсенчи ял хуçалăх культурисен лаптăкĕсене пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе тирпейленĕ хыççăн çулленех им-çам савăчĕсемпе минераллă удобрени миххисем уй-хирпе улăх-çаранта хуçасăр выртса юлаççĕ. Çĕр ĕçченĕ вĕсене нумай чухне хăй пĕлнĕ пек утилизацилет, ытларах чухне вĕсене çунтарса ярать. Манмалли çук, кун пек туни саккун тĕлĕшĕнчен экологие пысăк сăтăр кÿни пулать, – ăнлантарса пачĕ пире «Россельхозцентр» ФГБУн Чăваш Республикинчи филиалĕн ÿсен-тăрана хÿтĕлессипе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Татьяна Пыркина. Кунта им-çампа минераллă удобрени савăчĕсемпе миххисене вăхăтра тивĕçлĕ вырăна турттарса тухас ыйту ума тухса тăрать. Çакна валли лицензи пур ятарлă организаци кирлине шута илмелле. Унăн сире пурнăçланă ĕçе çирĕплетекен документсемпе туллин тивĕçтермелле. Пуçтаракан компанин вырăнтах акт çырмалла, хуçалăхăн вара каяшăн паспорчĕсене кăтартмалла. Маларах асăннă йĕркене пăсакан çĕр ĕçченне административлă айăплав кĕтни пирки манмалли çук. Штраф тÿлеттернисĕр пуçне РФ КоАПĕпе килĕшÿллĕн хуçалăх ĕç-хĕлне 9 уйăхлăха чарса лартма пултараççĕ.

«Россельхозцентр» ФГБУн Чăваш Рес- публикинчи филиалĕн специалисчĕсем ыйтусем пулсан вырăна тухса усăллă канаш пама пултараççĕ.

Татьяна ИВАНОВА, пай пуçлăхĕ.

Пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе усă курнă хыççăн им-çам савăчĕсемпе минераллă удобрени миххисене çунтарса яни – саккун тĕлĕшĕнчен экологие пысăк сăтăр кÿни пулать. Уншăн административлă айăплав кĕтни пирки манмалли çук.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6