Çын ыйтман çĕр пайĕсем 2025 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен муниципалитет харпăрлăхĕн çĕрĕсем пулса тăчĕç.
Ыйтман çĕр пайĕсем вĕсем – граждансен харпăрлăхне куçнă, анчах вĕсене хуçисем куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрĕнче регистрацилемен унчченхи пĕрлешÿллĕ хуçалăх çĕрĕсем.
«Çынсем ыйтман çĕр пайĕсене муниципалитет харпăрлăхĕ тесе йышăнма вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен малашне суда каймалла мар. Йăлтах ансатрах та хăвăртрах пулмалла. Çакă хуçисене кирлĕ мар шутланакан манăçнă çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртме пулăшмалла. Нумай çул пушă выртнă çĕрĕн çывăх малашлăхрах тупăш пама пуçламалла», – çирĕплетсе каланă Росреестр Чăваш Республикипе ĕçлекен Управленийĕн пуçлăхĕ Екатерина Карпеева. Çынсем ыйтман çĕр лаптăкĕ çине патшалăхăн муниципаллă харпăрлăх правине регистрацилесси кун пек çĕрсен списокĕнчен пуçланать. Ăна валли ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсенчен уйăрса пай çĕрĕсем илнисен пĕрлехи пухăвĕн çирĕплетнĕ йышăнăвĕ кирлĕ.
Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерстви, муниципалитет округĕсен администрацийĕсем пĕлтернĕ тăрăх республика территорийĕнче çĕр пайĕсене муниципалитет харпăрлăхне пĕтĕмпе 204,4 пин гектар регистрациленĕ.
Вĕсенчен 83 проценчĕ – суд решенийĕсемпе килĕшÿллĕн.
Росреестрăн ЧР Управленийĕн пресс-служби.
Август 2026 |
