Реабилитаци хатĕрĕсене – икĕ мелпе

Категория: Общество Опубликовано: 31.01.2025, 16:13 Просмотров: 45

Кăçалхи январьтен пуçласа Чăваш Енте пурăнакан, инвалид ушкăнĕ пур çынсем реабилитаци техника хатĕрĕсене икĕ мелпе тивĕçме пултараççĕ: çак хатĕрсене Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕнчен алла илме тата электронлă сертификатпа.

Техника хатĕрне натураллă мелпе илес пулсан патшалăх килĕшĕвĕ туни кирлĕ. Çак документа çырнăранпа техника хатĕрне тивĕçесси 15 кун хушши пулать, паллиативлă чирлисем валли – 7 кун. Электронлă сертифакатпа усă курни техника хатĕрĕпе кĕскерех вăхăтра тивĕçме май парать. Хальхи вăхăтра çак сертификата тăвасси 10 кунпа танлашать, унпа усă курас тапхăр – 1 çулталăк. Çак мелпе усă курас пулсан МИР картта пулни кирлĕ, ку – тĕп услови шутĕнче. Çавăн пекех январĕн 1-мĕшĕнче реабилитаци техника средствине улăштарма ыйтса заявлени çырассинче улшăнусем пур, инвалидăн хатĕрпе усă курмалли вăхăт тухиччен ăна улăштарма ыйтса икĕ уйăх маларах та çырма ирĕк пур.

«Енчен те техника хатĕрне 2024 çул вĕçлениччен харпăр хăй укçи-тенкипе туяннă пулсан, Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ малтанхи пекех çак тăкака саплаштарать, – çапла пĕлтерет уйрăм ертÿçи Валерий Николаев. Техника хатĕрĕсем тивĕçес пулсан çакăн пирки ыйтăва патшалăх услугисен порталне, социаллă фондăн клиент службине е нумай функциллĕ центра тăратмалла.

Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6