Фронтра çапăçнă, кĕнеке-журнал калăпланă

Категория: Общество Опубликовано: 31.01.2025, 16:10 Просмотров: 48

Николай Лукич Яковлев (1925 – 2014) – художник, ЧАССР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, СССР Художниксен тата Журналистсен пĕрлĕхĕн пайташĕ, Муркаш районĕн Хисеплĕ гражданинĕ.

Вăл Йÿçкасси тăрăхне кĕрекен Актай ялĕнче 1925 çулта январь уйăхĕн 31-мĕшĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ Лука Никонов, амăшĕ Евдокия Леонтьева. Турă пÿрмен çав çак çамрăк мăшăра пĕрле малалла тĕрĕ-тĕкел пурăнма. Çемье пуçĕ чирленĕ пирки 27 çултах пурнăçран уйрăлнă. Çавăнпа та ăна амăшĕпе тăван мар ашшĕ Яков Кондратьев пăхса ÿстернĕ. Ытти ачасем пекех 7 – 10 çулсенче вăл колхоз ĕçне çÿреме тытăннă. Панклири тулли мар вăтам тата Йÿçкассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан ял Совет ĕçтăвкомĕнче секретарь пулса ĕçлеме тытăннă.

Хаяр вăрçă пуçланнă. 1943 çулта вăл Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Зенитчиксемпе артиллеристсен дивизийĕнче Яковлев старшина нимĕç фашисчĕсемпе хастаррăн çапăçнă. Ăна тĕрлĕ орден-медальпе наградăланă, вăрçă хыççăн Çурçĕр Кавказри çар округĕнче службăра тăнă.

Çичĕ çул ытла çар службинче пулнă хыççăн, пурнăçĕ нушаллă пулин те, вăл вĕренес шухăша пăрахман. 1956 çулта Шупашкарти ÿнер училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Çамрăк ÿнерçĕн пултарулăхне асăрхама ĕлкĕрнĕ пуçлăхсем Николай Яковлева «Капкăн» журнал редакцине ĕçлеме илнĕ. Калем ăсти кăларăм валли вун-вун ÿкерчĕк, плакатсем тунă, карикатурăсен пуххине, кулăшла ÿкерчĕксен альбомне хатĕрленĕ. Унăн ÿкерчĕкĕсемпе çынсем чылай куравра паллашнă. Вăл пĕтĕм Союзри тата пĕтĕм тĕнчери куравсене хутшăнма тивĕç пулнă.

Çавăн пекех художник вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсен портречĕсене ÿкернĕ. Хаçат-журнал редакцийĕсемпе тачă çыхăну тытнă. «Ударник» хуçалăхăн «Сурăм хыпарĕ», районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатсене тăтăшах çырса тăнă. Унăн ĕçĕсем «Коммунизм ялавĕ», «Советская Чувашия» хаçатсен страницисенче пичетленнĕ. Николай Яковлев Шупашкар телестудийĕнче, пукане театрĕнче ÿнерçĕре тăрăшнă. Сатира графики енĕпе вăл 35 çул ытла хавхаланса ĕçленĕ. Пултарулăхĕпе тăрăшулăхне кура Николай Лукич СССР Художниксен союзĕн пайташĕ пулма тивĕçет. Ăна Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ят параççĕ.

Николай Яковлев пур йывăрлăха та çирĕппĕн чăтса ирттерме пултаракан хурçă пек çирĕп çын пулнă. Йывăр чир-чĕре парăнтарса яланах малалла талпăннă. Спорт енĕпе вăл тĕслĕхри кăтартуллă çын пулнă. Уншăн 30 – 35 километр чарăнмасăр çуран утасси чун кантармăшĕ пек кăна пулнă. Мускавра ирттернĕ тĕнче марафонĕсенче (42 км та 195 м) ултă хутчен чупнă, спорт парнисене тивĕçнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та Николай Яковлев алă усса ларман. «Ударник» хуçалăх ертÿçи П. Давыдов пулăшнипе Николай Яковлев Анатри Панкли ялĕнче краеведени музейĕ йĕркеленĕ. Ăна вăл чун хавалĕпе тытса тăнă, аталантарса пынă, çĕнĕ экспонатсемпе пуянлатнă. Йÿçкасси тăрăхĕнчи 13 ялти мухтавлă çынсем çинчен кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларнă. Ÿнерçĕ те, журналист та, паллă ăсчах та пулнă вăл.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6