Ĕçлекен çын прависене хÿтĕлеççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 31.01.2025, 16:02 Просмотров: 41

Январĕн 21-мĕшĕнче А. Николаев ячĕллĕ ача-пăча библиотекинче Культура ĕçченĕсен пĕтĕм Раççей профсоюзĕн Муркаш территори комитечĕн 19-мĕш отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Культура ĕçченĕсен пĕтĕм Раççей профсоюзĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн ертÿçи Светлана Демидова, Муркаш округ администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи Любовь Рыжкова, округри культура ĕçченĕсен профсоюз территори комитечĕн ертÿçи Елена Налимова, çак комитета кĕрекен 4 профорганизацин делегачĕсем хутшăнчĕç. Асăннă комитет округри клуб ĕçченĕсен, библиотека ĕçченĕсен, Ф. Васильев ячĕллĕ ача-пăча искусство шкулĕн тата район хаçачĕн пуçламăш профсоюз организацийĕсене пĕрлештерет.

Елена Налимова пилĕк çулхи отчетлă докладпа паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, социаллă пурнăçра, экономикăра, право ыйтăвĕ тĕлĕшĕнче, ĕç сыхлавĕнче тунă ÿсĕм курăнать. Отчетлă тапхăр пуриншĕн те кăткăс вăхăт пулчĕ, малтан коронавирус чирĕ алхасрĕ, хыççăн ятарлă çар операцийĕ пуçланчĕ, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн ĕç законодательствине çĕнĕлĕхсем кĕчĕç. Çаксем йăлтах профсоюз ĕçĕнче палăрчĕç. Апла пулин те профсоюзăн территори комитечĕ хăйĕн ĕçне федерацин «О профессиональных союзах, их правах и гарантиях деятельности» саккунĕпе тата ытти нормăпа право акчĕсен шайĕнче асăннă сферăра ĕçлекен çыннăн прависене хÿтĕлессине пурнăçласа пынă. Территори комитечĕ тата профсоюз комитечĕ ĕç килĕшĕвĕсем çине, ĕçлекен çыннăн ĕç прависене хÿтĕлесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Черетлĕ пилĕкçуллăхра вара профсоюз активне право пĕлĕвĕ парассипе, информаци ĕçне лайăхлатассипе, ĕçлекен çыннăн социаллă гарантине ÿстерессипе тата ытти ыйту çине тимлĕх уйăрассипе ĕçлеме палăртаççĕ. Конференцие хутшăнакансене контрольпе ревизи отчечĕпе паллаштарчĕç.

Профсоюз социаллă килĕшĕве аталантарассинче паллă вырăн йышăнать. Культура отраслĕнчи улшăнусем профсоюз хутшăннипе пулса пыраççĕ. Профсоюз витĕмĕпе культура ĕçченĕсен коммуналлă тÿлевсене сыхласа хăварма, ялта ĕçлекен тата пурăнакан хĕрарăмсен кĕскетнĕ ĕç кунĕн йĕркине хÿтĕлеме, шалăва ÿстерме, журналистсене хисеплĕ ят парассине пуçарма тата ытти хавхалантарăва тивĕçме май килнĕ. Ертÿçĕ каланă тăрăх, отчетлă тапхăрта ĕç йĕркипе, çăмăллăхсемпе çыхăннă кăткăс ыйтусем те пулман мар. Кашни ыйтăва компетентлă ĕçченсемпе пĕрле татса пама тăрăшнă. Хăш-пĕр ыйтăва республика шайне те кăларма тивет. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне асăннă территори комитечĕ 134 çынна пĕрлештерет, çакă мĕнпур йышăн 92,4 проценчĕпе танлашать.

– Профсоюз йышне кĕнĕ ĕçчен хăйне хÿтлĕхре туйма пултарать. Тĕрлĕ йывăрлăх тухсан та вăл пĕчченлĕхре мар. Пĕрлĕхре кăна вăй ытлараххине манар мар. Пирĕн тĕп тĕллев ĕçлекен çыннăн ĕç тата социаллă прависене хÿтĕлесси пулса тăрать. Кулленхи ыйтусене сÿтсе явассинче, татса парассинче пулăшса пынăшăн профсоюзăн республикăри организацине, округ администрацине тата ытти ĕçчене тав тăватăп, – терĕ Елена Ивановна.

Светлана Демидова асăннă сферăн республика шайĕнчи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, отраслĕн социаллă хутшăну эффективлăхне палăртрĕ, профсоюз активне тав турĕ. Хастаррисене Тав çырăвĕпе чысларĕç.

Любовь Рыжкова округри лару-тăру çинче чарăнчĕ, профсоюзăн территори комитечĕпе тачă çыхăнса ĕçленине пĕлтерчĕ. Пуçламăш организацисен ертÿçисем те активлă. Вĕсем те хăйсен ĕçĕсем çинче чарăнчĕç. Кун йĕркинчи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту çĕнĕ ертÿçĕ суйласси пулчĕ. Конференцие хутшăнакансем пĕр саслăн пулса Культура ĕçченĕсен пĕтĕм Раççей профсоюзĕн Муркаш территори организацийĕн ĕçне лайăх хакпа хакларĕç, контрольпе ревизи отчетне çирĕплетрĕç, черетлĕ хут территори комитетне ертсе пыма Елена Налимовăна шанчĕç.

Ертÿçĕ коллектива пысăк шанăçшăн тав турĕ, ун çине хунă яваплăха малашне те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама шантарчĕ. Конференцире комитетăн тата ревкомиссин çĕнĕ йышне, республикăри 24-мĕшконференци делегачĕсене суйларĕç, çавăн пекех Культура ĕçченĕсен пĕтĕм Раççей профсоюзĕн Чăваш Республикинчи организацине ертсе пыма Светлана Демидова кандидатурине сĕнчĕç.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6