– Контрактниксене паракан тÿлеве 2,1 миллион тенкĕ таран ÿстерме йышăну турăм. Федераци тÿлевне 400 пин тенкĕне шутласан, ăна Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин хушăвĕпе параççĕ, вăл пĕтĕмĕшле 2,5 миллион тенкĕ пулать.
Çĕнĕ пулăшу енĕ Чăваш Енте 2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 31-мĕшĕччен тунă пур контрактсене те пырса тивет.
Çакна та палăртатăп. 2024 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче СВОна хутшăнакан уйрăм участниксенне срокĕ тухнă кредитсен парăмĕсене (10 миллион тенкĕ таран) пăрахăçлама май паракан федераци саккунĕ вăя кĕчĕ.
Тăван çĕршыва хÿтĕлесси – аслă мисси, ăна пирĕн арçынсем чыслăн пурнăçлаççĕ. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр тата малашне те пур енлĕ пулăшса пырăпăр.
Август 2026 |
