Муркаш район прокуратури Шупашкар хулинче регистрациленнĕ юридици сăпачĕ коррупцие хирĕç кĕрешес законодательствăна пурнăçланине тĕрĕсленĕ. Организаци унччен Муркаш муниципалитет администрацийĕнче муниципалитет службинче тăнă çынпа ĕç килĕшĕвĕ тунă. Юридици сăпачĕ федерацин «О противодействии коррупции» саккунне пăхăнман, муниципалитет ĕçченне йышăннă пирки саккунпа палăртнă вăхăтра округ администрацине çырса пĕлтермен. Асăннă фактпа район прокуратури юридици сăпачĕ тĕлĕшпе РФ КоАПĕн 19.29 статйи (незаконное привлечение к трудовой деятельности бывшего муниципального служащего) тăрăх административлă ĕç пуçарнă.
Административлă майпа йĕркене пăснăран миравай судья постановленийĕпе юридици сăпатне 50 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă.
Август 2026 |
