Муркаш тăрăхĕнчи 31 çулхи арçын пĕрре кăна мар саккун йĕркине пăснă. Унăн айăплавне РФ УК 264.1 статьян 1 пайĕнчи йĕркене пăсса преступлени (управление автомобилем лицом, находящимся в состянии опьянения, подвергнутым административному наказанию за управление транспортным средством в состоянии опьянения) тунипе хаклаççĕ.
Тĕпчев вăхăтĕнче çакна çирĕплетме май килнĕ, унччен те автомашина рулĕ умне ÿсĕрле ларнăшăн çак çынна административлă яваплăха кĕртнĕ, водитель правинчен хăтарнă. Апла пулин те вăл иртнĕ çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче ÿсĕр пуçпа каллех «Лада Гранта» автомашина рулĕ умне ларнă. Çул-йĕрпе патруль службин сотрудникĕсем ăна ир-ирех Муркаш ялĕнчи тĕп урамра асăрханă. Çакна сиснĕ водитель сотрудниксенчен тарма хăтланнă, анчах та ÿсĕр арçынна вĕсенчен хăтăлма май килмен. Суд ларăвĕ айăплă çынна 200 сехетлĕх ятарлă ĕçе явăçтарма тата 1 çулталăк та 6 уйăхлăх водитель правинчен хăтарма йышăнчĕ. Çавăн пекех патшалăх айăплавçи ыйтнă тăрăх, йĕркене пăснă çыннăн харпăрлăхĕнчи «Лада Гранта» автомашинăна патшалăха усă курма конфискациленĕ.
Август 2026 |
