Вуншар километр çул юсанă Муркаш муниципалитет округĕ çулсеренех «Хăрушлăхсăр пахалăхлă çулсем» наци проектне активлă хутшăнчĕ. Юлашки 4 çулта пĕтĕмпе 14 км та 703 м тăршшĕ автомобиль çулне юсанă. 2021 çулта асăннă наци проекчĕ шайĕнче «Волга» – Вурмой» маршрутлă автомобиль çулĕн 3,3 км тăршшĕне юсанă. 2022 çулта çул-йĕр ĕçĕсене 3,5 км çинче тунă. «Хăрушлăхсăр пахалăхлă çулсем» наци проекчĕ пулăшнипе пирĕн çул такăрланчĕ тата хăрушсăрланчĕ. Çак ĕçпе эпир питĕ кăмăллă, – тенĕччĕ Ярапайкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем хăй вăхăтĕнче. 2023 çулта наци проекчĕ «Тойкилтĕ – Кĕртекасси» маршрутлă автоçул çине çитрĕ. Шарпаш ялĕ патĕнчи çаврăмран пуçласа Отарккă патĕнчен иртекен 2 км тăршшĕ çул пайне «Дорсервис» чикĕллĕ яваплăхлă общество çĕнетрĕ. Çул пайне тĕпрен юсама 18,5 млн тенкĕ уйăрнă. Вăл шутран 1,3 млн тенкĕне яхăн – муниципалитет округ бюджетĕнчен, ытти – республика бюджетĕнчен. Асăннă автоçул çинче ĕç кунпах вĕçленмерĕха. 2024 çулта çак наци проекчĕ шайĕнче автоçулăн татах тепĕр виçĕ пайĕнче юсав ĕçĕсем ирттерчĕç. Çапла вара çул юсавĕ пĕтĕмпе 6 км яхăн пулчĕ. 2019 – 2020 çулсенче «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» наци проекчĕ шайĕнче çул-йĕр юсас ĕç «Хăрушлăхсăр пахалăхлă çулсем» наци проектне куçрĕ. Çакна шута илнипе Муркаш тăрăхĕнче такăрлатнă çул тăршшĕ татах та ытларах пулнине палăртмалла. Аса илтеретпĕр. 2019 çулта «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» наци проекчĕ тăрăх икĕ автоçул юсаса çĕнетнĕ, вĕсен тăршшĕ 7,7 км: «Исетерккĕ – Актай» маршрутлă çул – 7,29 км тата Муркашри Парковая урамри çул – 0,410 км.
Асăннă проект шайĕнче 2020 çулта 3 автоçул çинче юсав ĕçĕсем пынă, пĕтĕмпе 5,3 км: «Волга» – Кăпас» – 2,2 км, «Муркаш –«Сура» – Çурлатри – 1,55 км, «Мăн Шашкар – Мемеккасси – Хунтăкасси» – 1,78 км.
2025 çулта çÿлерех асăннă проектсем вырăнне «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ пулĕ, çавна май автомобиль çул-йĕрне юсассипе ĕçсем малалла пырĕç.
Икĕ тĕслĕх библиотека тата Культура çурчĕ хута янă
Муркаш муниципалитет округĕ «Культура» наци проекчĕпе те анлăн ĕçлесе пычĕ. Ун шайĕнче пирĕн тăрăхра тĕслĕх 2 библиотека тата пĕр Культура çурчĕ уçăлчĕ. Çак наци проекчĕ яллă вырăнсенчи çынсем те культура учрежденийĕсемпе усă курассине ÿстерчĕ, канăва çĕнĕлле йĕркелеме май пачĕ, Муркаш округĕнче пурăнакансен ĕмĕтне пурнăçа кĕртрĕ. 2020 çулта Мăн Сĕнтĕрте тĕслĕх библиотека уçăлчĕ. 2021 çулта Ярапайкассинче çĕнĕ Культура çурчĕ хута кайрĕ. 2023 çулта Муркашра А. Николаев ячĕллĕ библиотека та тĕпрен улшăнчĕ. Тĕслĕх библиотека ертÿçи Елена Налимова каланă тăрăх, библиотека çĕнĕ шайра ĕçлеме пуçланăранпа унта çÿрекенсен йышĕ 3 – 4 хут ÿснĕ. Библиотекăна Муркашран кăна мар, ытти ялтан та килсе çÿреççĕ, вăл шутра – шкул ачисем тата ача сачĕсен воспитанникĕсем.
Библиотекăна ачасемпе танах аслисем те кăмăлласа çÿреççĕ. Вĕсем кĕнеке вулама кăна мар, пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçма пухăнаççĕ, тĕрлĕ ыйту сÿтсе яваççĕ. Чи пĕлтерĕшли – кунта вăхăта çемьепе ирттерни. Ачасемпе аслисем тавракурăма анлăлатаççĕ, выляççĕ, калаçмалли те сахал мар вĕсен. Çемьесене упрасси пирки кунта тĕл пулусем иртеççĕ. Врачсем, медицина психологĕсем пулас амăшĕсемпе тата çамрăк амăшĕсемпе ачасене воспитани парасси пирки калаçаççĕ. Ача-пăча библиотекинче краеведсем те пухăнаççĕ, кĕнекесен презентацине ирттереççĕ, паллă çынсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Çакăн пек ĕçсенче вĕсем ачасене Тăван çĕршыва юратма вĕрентеççĕ. Хăтлă учрежденире ачасен класс тулашĕнчи ĕçĕсем те иртеççĕ. Округри канашлусем валли те библиотекăра услови çителĕклĕ. Тĕслĕх библиотекăра «Надежда» ТОП пÿлĕм ĕçлет. Кунта çамрăксем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки уççăн калаçма пултараççĕ. Сÿтсе явмалли сахал мар ьвĕсен. Ку пÿлĕмпе çул çитмен çамрăксен ыйтăвĕпе ĕçлекен комисси те çыхăну тытать.
Муркаш округ администрацийĕ тĕслĕх библиотека аталанăвне пысăк тимлĕх уйăрни кăмăллă. Тĕслĕх библиотека уçнă хыççăн вырăнти бюджетран 2 млн тенкĕпе усă курса учреждени картишĕнче те хăтлăх кĕртрĕç, брусчатка сарчĕç, илемлĕ пысăк фигурăсем вырнаçтарчĕç. Çапла ку вырăн татах та илĕртÿллĕ пулса ларчĕ. 2025 çулта «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче малалла ĕçлĕпĕр, – тет библиотека ертÿçи Елена Налимова.
Роза Макарова хатĕрленĕ.
Август 2026 |
