Чăваш Енте «Время СВОих» программа ĕçлеме пуçлĕ

Категория: Общество Опубликовано: 31.01.2025, 15:14 Просмотров: 30

Чăваш Енте «Время СВОих» регион программине хута яма хатĕрленесси пирки республика пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ. Ку тĕлĕшри вĕренÿ бази Патшалăх тата муниципалитет служащийĕсен компетенци аталанăвĕн центрĕ пулĕ.

Раççейре 2024 çул пуçламăшĕнче çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли «Время героев» программа пуçланчĕ. Унта ертÿлĕх кадрĕсене хатĕрлеççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пирĕн регионта та кăçал çавăн йышши программăпа ĕçлеме пуçлама хушнă.

«Тĕрĕссипе эпир ку енĕпе пынă. Президент хушăвĕ пире çак задачăна хăвăртрах пурнăçлама хистерĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем регион пурнăçне хутшăнас кăмăллине эпир куртăмăр. Ĕç министерстви СВО зонинчен таврăннисем валли кирлĕ профессисем суйларĕ, вĕсене тепĕр ĕç валли хатĕрлессине тивĕçтерчĕ.

Вĕсем тĕрлĕ сферăра тăрăшаççĕ, вăл шутра вĕренÿ сферинче те. Патшалăх тата муниципалитет ĕçĕнче тăрăшассин вара хăйĕн специфики. Çавăнпа та çакăн пек программа хатĕрлерĕмĕр», – палăртать Олег Николаев. Проекта хутшăнас пулсан конкурс суйлавĕ витĕр тухмалла, ăна валли анкета тата пысăках мар эссе çырмалла, дистанциллĕ тестировани тумалла. Пысăк кăтартуллă 30 – 70 çынна курса кĕртĕç. Конкурс СВО-на хутшăннисемшĕн кăна мар, халĕ вăйра тăракан çар çыннисемшĕн те пулать. Конкурс тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухнисем малаллахи вĕренÿ валли резервра пулĕç.

Вĕренĕве вĕçленĕ хыççăн диплом параççĕ, вĕсем валли стажировка пулĕ. 2025 çул вĕçленнĕ тĕле вĕренÿре пулнисен – 20 процентĕнчен кая мар, 2026 çул вĕçленнĕ тĕле 80 процентран кая мар çынна влаçăн ĕç тăвакан органĕсене е вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене тĕрлĕ ĕç сĕнĕç. Вĕсен должноçĕсем çамрăксемпе ĕçлессинче, патриотла воспитани парассинче, корпоратив сферинче е суйлавлă должноçсенче пулĕç.

Йĕркелÿ комитетне тата проектăн обществăлла канашне ертÿлĕхре, обществăлла ĕçре, культурăпа наука тата искусствăра ăсталăх пухнă çынсем кĕрĕç. Наставниксен корпусне регион шайĕнчи управленецсенчен, депутатсенчен, пысăк предприятисемпе обществăлла организацисен ертÿçисенчен тăвĕç.

Регион ертÿçи каланă тăрăх, Правительство членĕсемпе муниципалитетсен влаçĕсем программăна хутшăнас кăмăллă. Вĕсемтерриторисене ертсе пырас тĕллеве пурнăçлассинчи, отрасльпе предприятие ертсе пырассинчи хăйсен ăсталăхĕпе практика пĕлĕвне пама, çапла майпа çĕршыв аталанăвĕн задачине пурнăçлама хатĕр.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6